Ветерансене канăç паман ыйтусем тавра

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 28.03.2025, 14:14 Просмотров: 214

Куславкка муниципалитет округĕнчи аслă ăрури çынсене пĕр-пĕринпе курса калаçма уçнă центрта ĕнер, мартăн 27-мĕшĕнче, Чăваш Енри агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен союзĕн пирĕн округри уйрăмĕн членĕсем хăйсен черетлĕ ларăвне ирттерчĕç. Унăн ĕçне республикăри АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Александр Самылкин, хисеплĕ председателĕ Василий Шадриков хутшăнчĕç.

Ветерансен ертÿçи Нина Иванова чи малтанах хăй «Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен Союзĕ» обществăлла организацин правленийĕ Муркаш округĕнче ирттернĕ лару çинчен каласа пачĕ. Вăл муркашсем хăнасене аван кĕтсе илнине, ветерансем Калайкасси шкулĕнче, Чăваш Енри афганецсен пĕртен-пĕр музейĕнче тата ытти паллă вырăнсенче пулнине, Çĕнтерÿ паркĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман паттăрсене асăнса лартнă палăкпа Мухтав монуменчĕ умне чĕрĕ чечексем хунине палăртса хăварчĕ.

Н. Иванова пĕлтернĕ тăрăх, правлени ларăвĕнче АПК ветеранĕсен союзĕн ларăвĕнче 2024 çулта мĕнле ĕçленине пăхса тухнă, çак çул пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă. 2025 çула республикăра Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ, Раççейре Çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ тесе палăртнă май, калаçу, тĕпрен илсен, вăрçăра пулнисене, тылра ĕçленисене, вăрçă ачисене, ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçакансене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалли çинчен пынă. Çавăн пекех республикăри кашни округра уçнă агролабораторисен (Куславкка тăрăхĕнче вĕсем 9 шутланаççĕ) ĕçĕпе те ытларах интересленмеллине палăртнă.

Александр Самылкин Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕрлĕ çулсенче хуçалăхсене ертсе пынă ветерансем халĕ те регионта ялхуçалăхĕ мĕнле аталаннипе интересленнине пысăка хурса хакланине, Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те ун пирки каланине палăртса хăварчĕ. Вăл çавăн пекех пирĕн округри ветерансен обществăлла организацийĕнчен, унăн ертÿçинчен чылайăшĕ ырă тĕслĕх илме пултарни çинчен каларĕ. Пĕлтĕрхи итогсем тăрăх республикăри округсенчи çакнашкал уйрăмсем хушшинче куславккасем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакă, паллах, савăнтармасăр тăма пултараймасть. Çавăнпа пĕрле тата та тĕллевлĕрех ĕçлеме те хистет: тепĕр уйăхран, апрелĕн 30-мĕшĕнче, пирĕн муниципалитетра пысăк тĕлпулу ирттерме йышăннă. Çав кун Куславккана Чăваш Республикинчи кашни округра паллă ĕç ветеранĕсем, тыл ачисем, ветерансен организацийĕсен хастар членĕсем (пурĕ100 яхăн çын) килсе çитмелле.

Василий Шадриков вара тĕрлĕ çулсенче Куславкка округĕнче Совет Союзĕн Геройĕсем, ĕççи паттăрĕсем нумай çуралса ÿснине, куславккасем пур енĕпе те хастар, хăнасене те тарават пулнине асăнчĕ. Вăлах Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен союзне 13 çул каялла, 2012 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче йĕркелени çинчен пĕлтерчĕ. Паянхи куна обществăлла организаци 600 ытла ĕçчене пĕрлештерсе тăрать.

Палăртма кăмăллă, ĕнер агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен Куславкка округĕнчи уйрăмĕ ялхуçалăхĕнче тăрăшса вăй хунă тепĕр çынпа пуянланчĕ. Вăл – нумай çул хушши «Аниш» совхозра экономист пулса ĕçленĕ Рената Ивановна Ильина, чăннипех те хисепе тивĕçлĕ ял ĕçченĕ.

В. ВОРОБЬЕВА.

Ÿкерчĕк çинче: Р. Ильина, А. Самылкин, Н. Иванова.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники