Куславккари халăха комплекслă социаллă пулăшу паракан центрта (КЦСОН) мобилизациленисен çемйисене пулăшу паракан центр ĕçлет.
Çак кунсенче унта упăшки ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан икĕ ача амăшĕ Галина Николаевна пырса кайнă. Специалистсем хĕрарăма психологипе юридици тĕлĕшĕнчен тÿлевсĕр пулăшу панă.
Халăха пĕлме: центрта ĕçлекенсем ачана садике (шкула) вырнаçтарма, социаллă пулăшу илме, ĕçе вырнаçма, ватă çынсене пăхма пулăшаççĕ, тÿлевсĕр психологипе юридици пулăшăвĕ параççĕ.
Центр Куславккара Лобачевский урамĕнчи 32-мĕш çуртра вырнаçнă. Ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 17 сехетчен 8 (83534) 2-16-94, 2-53-63 номерсемпе телефонпа та шăнкăравлама пулать.
В. ПЕТРОВА.
Март 2025 |