Хваттер туянас шухăшлă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 11.04.2025, 15:37 Просмотров: 126

9e080b6d623378d916339a8d85e6d07f o

Юпсарта пурăнакан Иринăпа Геннадий Маркидановсен йышлă çемйи Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене пулăшма йышăннă хушма мерăсен шучĕпе пĕр вăхăтлăх тÿлевпе усă курмалли сертификат илме тивĕçлĕ пулнăччĕ.

Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ку тÿлеве «Çемье» наци программипе килĕшÿллĕн тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ вырăнне параççĕ, унпа пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн усă курма пулать.

Маркидановсен çемйинче 9 ача. 2014 çулта «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена тивĕçнĕ Геннадий Николаевичпа Ирина Константиновна халĕ тивĕçлĕ канура. Аслă ачисем те çемье çавăрнă, пурнăç çулĕ çинче çирĕппĕн тăраççĕ. Эдуард строительство сферинче вăй хурать, Дмитрий ятарлă çар операцине хутшăнать, патшалăх наградисене илме тивĕçлĕ пулнă. Ытти ачисем хушшинче студентсем те, шкулта вĕренекенсем те пур, вĕсем те вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраççĕ.

«Эпир пĕр вăхăтлăх паракан 250 пин тенкĕ тÿлевпе республикăри амăш капиталĕпе пĕрле хваттер туянма усă курăпăр. Пире çапла пулăшнăшăн патшалăха пысăк тав», – тет нумай ачаллă амăшĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники