Йăлана кĕнĕ йĕркепе Куславкка тăрăхĕ-нче çулсерен тăван (чăваш) чĕлхепе литература учителĕсен меслетлĕх фестивалĕ иртет. Кăçал вĕрентекенсем Куснарти вăтам шкулта пуçтарăнчĕç.
Фестиваль икĕ номинаципе иртрĕ. Учительсем тăван чĕлхепе тата литературипе уроксен сценарийĕсене çырса килнĕ, ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç.
Меслетлĕх фестивалĕ (ятĕнченех тавçăрса илме пулать) – шкулта вĕрентекенсемшĕн пĕлĕве ÿстермелли хăйне майлă çул-йĕр пулса тăрать. Çавăнпа тăван чĕлхе учителĕсем унта яланах хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем пĕлĕве ÿстермелли ятарлă курссенче илнĕ çĕнĕлĕхсене йышпа сÿтсе яваççĕ, кулленхи ĕçре усă курма тăрăшаççĕ.
Н. МОРОЗОВА.
Апрель 2025 |