Ялти çерем çинче хăшпĕр ачасем мечĕк хăваласа чупнине, ăна сиктерсе çÿллĕрех тапма тăрăшнине эпĕ пуçласа курнăранпа 70 çул та иртсе кайрĕ.
Минкĕшре футболистсен командине йĕркеленĕренпе те 65 çул çитет.1960 çулхи апрельте ялти футболистсен пĕрлештернĕ ушкăнĕ Пакăшра тата Туканашра пурăнакан çамрăксемпе тĕлпулусем ирттерме тытăннă. Минкĕшри каччăсенчен ку енĕпе Михаил Мурзаев, Андрей Мясников, Игорь тата Юрий Семеновсем, Виталий Чернов, Анатолий Садовников, Виталий Богданов, Николай Соловьев ?аслăраххи%, Николай Портнов, Николай Ригов, Алексей Горчихин ăстарах пулнă. Вĕсемпе пĕрле кăшт каярах Николай Рябинов, Алексей Гаврилов, Николай Васильев выляма тытăннă. Хуп кĕпер урлă каçса Енкасси урамĕн анкартинче тунă футболла вылямалли лаптăка минкĕшсем тренировкăсене е вăйăсене курмашкăн çÿреме пуçланă. Пирĕн ялти футболистсем пакăшсене ытларах чухне çĕнтернĕ, туканашсене выляса янă. Вĕсене вĕрентекен Ермолай Тихонов, Анат Шуршу каччи, Хусанти пĕр университет студенчĕ пулнă. Вăл футболла тата волейболла питĕ лайăх вылянă, çывăхри ачасене пуçтарса тренировкăсем тăтăшах ирттернĕ. Минкĕшпе Пакăшри çамрăксем хăнасенчен лайăхрах вылямашкăн вĕренме тытăннă, вĕсенчен ырă тĕслĕх илнĕ.
1965 çулхи июнь уйăхĕнче пирĕн ял команди туканашсене пĕрремĕш хут çĕнтернĕ. Вăйă Туканашпа Ватнер хушшинчи футбол уйĕнче иртнĕ. Çавăнтан пуçласа Минкĕш ялĕн команди таврари чи вăйлисен шутне кĕнĕ. Пирĕн ял футболисчĕсем ăнăçлă вăйăсем ирттерме тытăннă. Вăлпуç, Çĕньял, Çăкалăх, Куснар, Карач, Тĕмшер, Йĕршер, Анат Шуршу ялĕсен футболисчĕсемпе час-часах тĕл пулса вылянă. Минкĕшрен аякрах вырнаçнă Аманик, Пилешкасси, Пучинке, Сала, Аялти Выççăлккă, Кармăш, Шăнчас, Муркар, Пăрмас ялĕсен командисемпе те тĕл пулнă, ытларах чухне вĕсене те çĕнтернĕ. Юрий Семенов, Михаил Мурзаев, Николай Сидоров, Николай Михайлов, Михаил Андреев, Михаил Мясников, Юрий Никитин, Владиславпа Алексей Черновсем, Владимир, Юрий тата Анатолий Максимовсем, Петр Сотнезов, Алексей Садовников, Геннадий Антонов тата ыттисем те чапа тухнă «50 лет Октября» совхозăн пĕрлештернĕ командинче выляма тивĕçнĕ.
Минкĕшри футболистсен тĕлпулăвĕсене 2010 тата 2014 çулсенче Центрти телевидени кăларăмĕсенче те кăтартнă. Пирĕн ялти футболистсен ăста командине Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин Хисеп хучĕпе те наградăланă. Минкĕшри футболистсем çинчен «О жизни и футболе» тата «Нашей команде 60 лет» ятлă кĕнекесенче те çырса кăтартнă.
Халĕ Минкĕшре футбола пĕтме парас мар тесе Александр Баранов нумай тăрăшать. Кăçал футболистсен командин сумлă юбилейне тивĕçлĕ шайра ирттерсен питĕ аванччĕ, çапла пуласса шанса тăратпăр.
М. АНДРЕЕВ,
Минкĕш ялĕнчи футболистсен командин капитанĕ пулнăскер.
Апрель 2025 |