Пурнăç кăтартса парĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 11.04.2025, 15:46 Просмотров: 127

Тĕрлемесри вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекенсем нумай пулмасть Чăваш аграри университечĕн ветеринари медицинипе зоотехника факультетĕнче экскурсире пулчĕç.

Вĕсем унта аслă вĕренÿ заведенийĕн историйĕпе, вĕренме кĕмелли правилăсемпе тата условисемпе паллашрĕç. Каярах вара хĕрсемпе каччăсем факультет тăрăх курса çÿрерĕç. Ăçта кăна пулмарĕç-ши вĕсем: ветеринари клиникинче те, тĕрлĕ лабораторисемпе пуян аудиторисенче те...Университет преподавателĕ-сем каччăсемпе хĕрсене çăмарта упрама, пахалăхлă пыла пахалăхсăрринчен суйласа илме вĕрентрĕç. Выльăхсемпе чĕрчунсене пуç купташки тăрăх уйăрса илме те интереслĕ пулчĕ. Хăшĕ-пĕрисем тинĕс сыснисен чĕри мĕнле тапнине те итлесе пăхрĕç. Çапах та çамрăксене кинолог ĕçĕ ытларах интереслентерни палăрчĕ.

Экскурси пурне те питĕ килĕ-шрĕ. Пирĕн шкултан вĕренсе тухакансенчен хăшĕ те пулин малашне, тен, паллă ветеринар пулса тăрĕ. Кам пĕлет, пурнăçра тем те пулать вĕт.

С. СЕМЕНОВА,

Тĕрлемесри вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекенсен класс ертÿçи.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники