Илеме хаклама вĕренеççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 11.04.2025, 15:47 Просмотров: 119

i1j2dpcv md

Куснарти вăтам шкул çумĕнчи ача садĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ ятарлă лаборатори – «Родничок» агроушкăн ĕçлет, унта çÿрекенсем тĕрлĕ ÿсентăран акма е лартма тата вĕсене пăхса ÿстерме вĕренеççĕ. Пĕчĕк шăпăрлансем калчасем мĕнле ÿснине сăнама юратаççĕ, çавна май тем пекех савăнаççĕ.

Арçын ачасемпе хĕрачасем хйсен воспитателĕсемпе пĕрле вăрăсем акма хастар хутшăнаççĕ, ÿсентăрансене тăтăшах шăварса тăраççĕ. Вĕсем хăйсем акнă хыççăн шăтса тухнă калчасем кунсерен мĕн чухлĕ ÿснипе те интересленеççĕ, кун çинчен ятарлă сăнав дневникĕсем çине çырса хураççĕ.Çакă вара ачасене çутçанталăка лайăхрах ăнланма, яваплăх туйăмне мĕн пĕчĕкренех аталантарма пулăшать.

Кунашкал занятисем илĕртÿллĕ пулнипе пĕрлех вĕсене ÿс- ентăрансен тĕнчине лайăхрах ăнланма та май параççĕ. Ачасем йывăç-курăка пысăк тимлĕх уйăрмаллине, çутçанталăкра пулса иртекен улшăнусене сăнама тăрăшмаллине пĕлсе çитеççĕ, хăйсен ĕçĕпе савăнма пултараççĕ. Çакăнпа пĕрлех вĕсем мĕн пĕчĕкренех пушă вăхăта пĕрле усăллă ирттерме, килĕштерсе ĕçлеме тата туслă пурăнма хăнăхса ÿсеççĕ.

Эпир çакнашкал уроксем пирĕн пĕчĕк сад е пахча ĕçченĕсене малашне те тимлĕ, тăрăшуллă пулма, тавралăхри илеме хакламашкăн пĕлме пулăшасса шанса тăратпăр.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники