Хамăр ентешпе тивĕçлипе мухтанатпăр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 18.04.2025, 15:18 Просмотров: 101

IMG 20250303 105142

Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕнче эпир Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче Тăван Çĕршыва хÿтĕ-ленĕ, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă çынсене уйрăмах ăшшăн аса илетпĕр. Çавнашкал паттăрсенчен пĕри Кармăшра çуралса ÿснĕ Мидхат Абдулович Салихов пулнă.

Тĕрлемесри «Василек» ача садне çÿрекен арçын ачасемпе хĕрачасем çак кунсенче ăна халалласа «Паттăр ентешпе мухтанатпăр» ятпа ирттернĕ мероприятие хастар хутшăнчĕç. Вĕсем Совет Союзĕн Геройĕн, М. Салихов генерал-лейтенантăн биографийĕнчен нумай çĕннине пĕлме пултарчĕç, унăн фотоÿкерчĕкĕпе интересленсе паллашрĕç.

Ялти çичĕ класлă шкула Мидхат мĕнпур предметпа «5» паллăпа пĕтернĕ, унтан Хусанти технологи техникумне вĕренме кĕнĕ.

1942 çулхи январьте Мидхата çара илнĕ, Подольскри артиллеристсен училищине вĕренме янă. Унта пĕлĕвне ÿстернĕ хыççăн çав çулах пирĕн ентеш фронта лекнĕ, 232-мĕш Сумскри стрелковăй дивизин 676-мĕш артиллери полкĕн составĕнче çапăçма тытăннă. Рота, батарея, дивизи командирĕ пулнă. Артиллери дивизийĕн командирĕ пулнă май Днепршăн пыракан çапăçусене, Киева ирĕке кăларма хутшăннă. М. Салихов Днепр урлă каçнă чухне уйрăмах палăрнă, батарейăна асăннă юханшыв урлă алла мĕн лекнĕ, çавăнпа усă курса каçарма пултарнă.

Днепр урлă каçнă тата Киева ирĕке кăларнă чухне плацдарма тытса тăнă вăхăтра нимĕç фашисчĕсене хирĕç пынă хаяр çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1944 çулхи январĕн 10-мĕшĕнчи Указĕпе Мидхат Абдулович Салихов лейтенанта Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă, Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медалĕпе наградăланă. Вăл çавăн пекех икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав орденĕ, I тата II степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕсем илме тивĕçлĕ пулнă. Вăрçă хыççăн, тĕрĕсрех, 1974 çулта пирĕн ентеше Румынин Тудор Владимиреску ячĕллĕ орденĕпе наградăланă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче Совет Союзĕн Геройĕ М. Салихов М. Фрунзе ячĕллĕ çар академине, Артиллеристсен аслă шкулне тата Генеральнăй штабăн Çар академине пĕтернĕ. Тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ хыççăн Мидхат Абдулович Салихов 1988 çулчченех Мускавра Çар академийĕ-нче кафедрăра ĕçленĕ. Пирĕн ентеш 1994 çулхи августăн 30-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Мускавра, Троекуровски масарĕ-нче чысласа пытарнă. Мидхат Абдулович вăрçă ветеранĕсем, пĕрле ĕçленисем хушшинче тимлĕ, тÿрĕ кăмăллă, пуринчен те çирĕп ыйтакан генерал пек тăрса юлнă. Ентешĕсем вара вăл ырă кăмăллă тата пурне те пулăшма тăрăшакан çын пулнине палăртаççĕ.

Ф. КАДЫРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники