Тимлĕхе ан çухатăр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 18.04.2025, 15:18 Просмотров: 112

Куславкка муниципалитет округĕнче пурăнакансем çав-çавах ултавçăсен серепине лекеççĕ. Кун пирки кашни эрнере иртекен канашлура Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» уйрăмĕн начальникĕ Сергей Айкин та пăшăрханса пĕлтерчĕ. Вăл унта хăй ертсе пыракан учреждени кăçалхи пĕрремĕш кварталта мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ.

Пирĕн муниципалитет территорийĕнче çак çулхи виçĕ уйăхра информаципе телекоммуникаци технологийĕн сферинче 19 преступлени е иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан саккуна хирĕçле 12 ĕç ытларах тунă. Çавна май граждансене пурлăх тĕлĕшĕнчен 2 миллион та 622 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Халăха улталанă тĕслĕхсем тĕлĕшпе Куславкка ?10 преступлени%, Тĕрлемеспе Карач ?3-шер% территорийĕсен пайĕсем малта пыраççĕ.

Аса илтеретпĕр: хăйсемпе тĕрлĕ службăсенче ĕçлетпĕр тесе паллаштараççĕ пулсан та, палламан çынсемпе укçа-тенкĕ пирки ан калаçăр* палламан çын телефонпа шăнкăравласа пĕр-пĕр хыпар пĕлтерет пулсан, тÿрех тăванăр е пĕлĕшĕр патне шăнкăравлама тăрăшăр, çакă ют çын сире тĕрĕс каланипе каламаннине çийĕнчех пĕлме пулăшĕ.

С. КУДРЯШОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники