Пирĕн ентеш – талантлă художник

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 18.04.2025, 15:29 Просмотров: 121

40701

«Пултарулăхпа – куçа-куçăн» – çакăн пек ятпа Куславккари тĕп библиотекăра вырăнти ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентекенĕн Эдуард Волчковăн куравĕ уçăлнă. Автор ăна илемлĕхе, юратăва тата тăнăç пурнăçа халалланă.

Выставка апрель уйăхĕ вĕçлениччен ĕçлет, унта хуть те кам та пырса курма пултарать. Картинăсене акрилпа, çуллă сăрăсемпе тата акварельпе ÿкернĕ.

Талантлă художникăн выставкинче пулма яланах пурте хавас. Çавна май авторпа паллашма, вăл е ку картинăна вăл хăçан тата мĕнле условисенче ÿкерни çинчен ыйтса пĕлме пулать.

Палăртма кăмăллă, ÿсекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пулăшнăшăн Эдуард Владимирович Волчкова Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Тав хучĕпе чысланă.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники