Апрелĕн 11-мĕшĕнче фашистсен концлагерĕ-сенче тытнă çынсене ирĕке кăларнă ятпа йышăннă Пĕтĕм тĕнчери куна паллă турăмăр. Ăна халалласа пирĕн шкулта 5-11-мĕш классенче «Чун-чĕре асĕнче» ятпа патриотизм майлă уроксем иртрĕç.
Çак куна 1945 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче вилĕмпе çыхăннă чи пысăк тата пуринчен те хăрушăрах вырăнта –Бухенвальдри концлагерьте хупса усраса ирĕксĕрлесе ĕçлеттернĕ тĕрлĕ наци çыннисем пĕр харăс пăлхав çĕкленине асра тытса çирĕплетнĕ. Германи территорийĕнче тата фашистсем оккупациленĕ çĕршывсенче иккĕмĕш тĕнче вăрçинче пурĕ 14 пин ытла концлагерь пулнă. Хаяр çапăçусем пынă çулсенче вилĕм лагерĕсенче 18 миллион çын асапланнă, тĕрлĕ çулсенче шута илнĕ тăрăх, çав шутра 5 миллионран пуçласа 7 миллиона яхăн – Совет Союзĕн гражданĕ- сем. 1 миллион ытларах çын çеç вилĕмрен хăтăлнă.
Фашистсен концлагерĕсенче асаплантарнă çынсене ирĕке кăларнă ятпа йышăннă Пĕтĕм тĕнчери куна асра тытни – ку вăл историри чăнлăха упраса хăварни, паянхи тăнăç пурнăçа, лăпкăлăха хаклама вĕренни. Эпир истори урокĕсене ялан асра тытма, çакнашкал преступленисем çĕр çинче нихăçан та тек ан пулччăр тесе хамăртан мĕн килнине пурне те тума тивĕçлĕ.
Н. СЫРЦОВА,
Куславккари 2-мĕш вăтам шкулти истори учителĕ.
Апрель 2025 |