Салтак ячĕ мăнаçлă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 25.04.2025, 15:32 Просмотров: 45

Куславкка районĕнчи тĕп больницăра призыв комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта çар ĕç комиссариатĕнче, вырăнти администрацире, Раççейри Шалти ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕнче тата муниципаллă округăн социаллă службисенче ĕçлекенсем хутшăнчĕç.

Призыв комиссийĕн председателĕн заместителĕ, Çĕрпÿ, Красноармейски, Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссарĕ Валерий Буклаков кăçал çара кайма хатĕрленекен, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă кашни каччăпа тĕл пулса калаçрĕ. Вăл Раççей çарĕнче службăра тăни пысăк яваплăх пулнине, çавăнпа çак тивĕçе чыслă пурнăçлама кирлине палăртрĕ.

Комисси членĕсем кашни призывникăн докуменчĕсемпе уйрăммăн паллашрĕç, вĕсем спортра мĕнле çитĕнÿсем тунипе интересленчĕç, мĕнле çарта службăра тăма шухăшлани çинчен ыйтса пĕлчĕç. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă тата слубăра тăма юрăхлă тесе йышăннă çамрăксене çывăх вăхăтра Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсене ăсатĕç.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники