Ĕçре те, юрă-ташăра та маттур карачсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 25.04.2025, 15:35 Просмотров: 51

DSC 9384

Ытларикун, апрелĕн 22-мĕшĕнче, округри илемлĕ пултарулăх коллективĕсен смотр-отчечĕ графикпа килĕшÿллĕн Карачри территори пайĕнчи аякранах курăнса ларакан, хăйĕн хитрелĕхĕпе илĕртекен çĕнĕ культура керменĕнче иртрĕ. Çырнăччĕ ĕнтĕ, кăçал ăна пĕр харăсах икĕ паллă пулăма – Раççей Федерацийĕ-нчи Çĕршыв хÿтĕлевçин тата Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕсене халалланă.

Культура ĕçченĕсем чăннипех те чаплă, асра юлмалли номерсем хатĕрленине палăртса хăварас килет. Программăра вăрçă çулĕсенчи юрăсемпе патриотизма сăнлакан композицисем, совет халăхĕн паттăрлăхĕ çинчен калакан сăвăсем, Çĕнтерÿпе çыхăннă ташăсем пулчĕç. Концерт çар тумне тăхăннă арçынсемпе хĕрарăмсем хаяр çапăçусем хыççăн канма ларнă вăхăта сăнласа панă «На привале» литературăпа музыка композицийĕпе пуçланчĕ. Чуна çÿçентерекен юрăсем янăратнă май тăван килтен илнĕ çырусене те вуласа пачĕç пултарулăх ĕçченĕсем, сăвăсем те каларĕç, тискер вăрçа, ирсĕр тăшмана сивлерĕç... Ираида Ларионова Н. Терентьевăн «Çĕпĕр дивизийĕ» драма-повеçĕнчи салтак амăшĕн макăрса каланă вăрăм сăмахĕпе сцена çине тухсан, залра ларакансем шăплăха пăсас мар тесе, ман шутпа, пĕр вăхăт хусканма та именчĕç. Амăш сăмахĕсене кашниех асра хăварма тăрăшрĕ, Ираида Анатольевнан ăсталăхĕ-нчен пурте тĕлĕнчĕç.

Карач тăрăхĕнчи артистсем куракансене каллех хăйсен таланчĕпе тыткăна илчĕç. Пĕччен тата иккĕн юрлакансенчен Наталия Красновăна, Дина Тюрковăпа Зинаида Гурьевăна уйрăммăн асăнса хăварас килет. Вĕсен çепĕç сассисене илтме халăх яланах йышлă пухăнать. Минкĕш ялĕнчи клубри «Лебедушки» вокал ансамбле те палăртмалла. Унăн йышĕнче хĕрарăмсемпе пĕрле арçынсем те икĕ сасăпа тĕрлĕ юрăсене кăмăла килмелле шăрантараççĕ.

Таврара ырă ят илнĕ «Энĕш» халăх фольклор ансамблĕ ку хутĕнче те ĕлĕкрех мĕнле вăййа тухнине, мĕнле юрăсем юрласа ташланине сцена çинче кăтартса пачĕ. Сăмах май каласан, унта çÿрекенсем кăçал тата 2 коллектив – «Çăлкуç» (ун йышĕнче – Анна Семенова, Ираида Ларионова, Лариса Изотова, Татьяна Смирнова), «Радость» (Ирина Маевская, Надежда Саперова, Людмила Сорокина, Надежда Иванова) вокал ансамблĕсем йĕркелесе янă. Çăкалăхри «Нежность» ансамбльте вара унчченхи пекех Дина Тюркова, Нина Александрова, Зина Гурьева юрлаççĕ. Карачри культура çуртĕнче халĕ 13 кружок ĕçлет. Çавна май шкул ачисем те хăйсен ансамбльне йĕркеленĕ, «Веснушки» ятлă вăл. Ачасем залра ларакансене «Бескозырка белая» юрăпа савăнтарчĕç.Çав каç сцена çине тухнă артистсенчен чи кĕçĕнни, салтак тумне тăхăннă улттăри Дима Гордеев, «Мальчишка – будущий солдат» юрра юрланă май çĕршыв хÿтĕ-левçисем пек стройра утса та кăтартрĕ, хăйне чăн-чăн çар çынни пек тытма тăрăшнипе карачсене тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те.Залра ларакансем вара ăна нумайччен алă çупса тав турĕç.

Надежда Иванова илемлĕ кĕвĕ янăранă май тĕрлĕ хусканусем туса чăвашсен тумтирне кăтартса пачĕ. Валерия Степановăпа Богдан Васильев Италире пурăнакансен «Тарантелла» ташшине ташларĕç, Валентинăпа Зоя Михайловăсем «Икĕ хĕр» сценка кăтартрĕç.

Сăвă илемлĕ калакансен районти конкурсĕсенче пĕрре çеç мар çĕнтернĕ Лариса Изотова хальхинче Петр Давыдовăн «России не нужна война» сăввине вуланă чухне залра ларакансем унпа пĕрле «Тĕнчере пĕр чăнлăх пур – Раççее вăрçă кирлĕ мар!» тесе çине-çинех янăратрĕç. Надежда Портнова пăхмасăр каланă «Слепец» сăвва та куракансем лайăх йышăнчĕç, нумайччен алă çупрĕç. Пĕр сăмахпа, патриотизм майлă юрăсемпе ташăсем концерт программинче нумай пулчĕç. Вĕсем куракансене иртнине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрла ĕçĕсене тепĕр хут аса илме май пачĕç. Кашни номер хыççăн залра тăвăллăн алă çупни илтĕнсе тăчĕ.

Концерт вĕçленеспе жюри председателĕ, районти Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Ирина Кашаева пултарулăх коллективĕсем смотр-отчета тĕплĕн хатĕ-рленнине, халăх умне тухса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма юрăçсем, вокал ансамблĕсем çулсерен илемлĕрен те илемлĕ тумсем туяннине палăртрĕ. Кашни номер ăнăçлă пулса тухни, чăнах та, савăнтармасăр тăма пултараймасть. Пĕтĕмĕшле илсен, çакăнта Аманикри Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçин Юрий Трифоновăн тÿпи питĕ пысăк. Ун çинчен эпир хамăр хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче каласа парăпăр.

«Пирĕн Культура çуртĕнче яланах савăнăçлă мероприятисем, уявсем йĕркеленĕ. Çĕнĕ керменте иртнĕ смотр-отчет хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ артистсем Карач тăрăхĕнчи ялсенче сахал мар пулнине тепĕр хут кăтартса пачĕ. Вĕсем кулленхи ĕçре те, юрă-ташăра та маттур», – терĕ вырăнти территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Елена Плотникова.

Майлă самантпа усă курса, вăл СВО валли маскировка тетелĕсем çыхакансенчен чи хастаррисене тивĕçлĕ канури Татьяна Игнатьевăпа Елчĕкри вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Карина Батраковăна муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Алексей Людковăн Тав çырăвĕсене пачĕ.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники