Паттăрсемпе мухтанатпăр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.04.2025, 10:50 Просмотров: 41

Пирĕн хула историйĕ Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче легендăна кĕрсе юлнă ПО-2 самолет туса кăларнипе те çыхăннă.1942 çултан пуçласа 1945 çулччен Куславккари автофургонсен комбинатĕнче 1410 самолет туса кăларнă. Вĕсемпе фронтра çĕрлехи бомбардировщик, разведчик, санитари транспорчĕ вырăнĕнче усă курнă.

Вăрçă çулĕсенче ăсталăхпа хăюлăх кăтартнă паттăр летчиксенчен пĕри Евгения Крутова пулнă. Вăл хĕрарăмсен 46-мĕш гварди Тамански авиаполкĕн звено командирĕ шутланнă, фашистсем летчиксем пирки «çĕрлехи тухатмăшсем» тесе каланă.

Куславккана Çĕнтерĕве çывхартма нумай пулăшнă çĕршыври 850 хула йышне кĕртнĕ.

Пирĕн хулара Çарпа ĕç Мухтавĕн Паттăрĕсен Аллейинче ПО-2 самолет макетне вырнаçтарнă. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕ-ренпе 80 çул çитес умĕн ăна çĕнетсе йĕркене кĕртрĕç. Çак пархатарлă ĕçе Игорь Комаров ертсе пыракан «Автофургон» ООО ĕçченĕсем пурнăçларĕç. «Автофургон» ООО Куславккари автофургонсен комбиначĕн ĕçне малалла тăсать.

– Пĕтĕм Раççейри форума хутшăннă май çак кунсенче Мускаври Çĕнтерÿ паркне çитсе куртăм. Унта ПО-2 самолет макечĕ те пурри çинчен савăнса пĕлтеретĕп. Пирĕ-ншĕн, Куславкка муниципалитет округĕнче пурăнакансемшĕн, çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир ентешсемпе, Совет Союзĕн Геройĕсемпе, мухтанатпăр, вĕсене яланах асра тытатпăр», – тет муниципалитет ертÿçи Алексей Людков.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники