Çак кунсенче Муркарта ятарлă çар операцийĕнче хăйсен салтак тивĕçне пурнăçланă чухне паттăррăн пуç хунă ентешсене асра тытса асăну хăмисем уçрĕç. Вĕсене патшалăх наградипе – Мухтав орденĕпе наградăланă (вилнĕ хыççăн) Иван Иванович Шимлыхпа Александр Васильевич Морозов пурăннă çуртсем çине вырнаçтарнă.
Асăну хăмисене уçма паттăрсен тăванĕсем, ялйыш, Тĕрлемесри вăтам шкулта вĕренекенсем, хисеплĕ хăнасем – Куславкка муниципалитет округĕн пуçлăхĕ А.Людков, Тĕрлемесри территори пайĕн начальникĕ Е. Белов, Муркар çынни, ятарлă çар операцийĕнче пулнă шалти службăн отставкăри полковникĕ И. Иванов хутшăнчĕç.
Хурлăхлă мероприятие пухăннисем паттăрсене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç. Хăнасем Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă çамрăксене ялан асра тытмалли çинчен каларĕç. Вĕсенчен кашниех хăйĕн умĕнчи задачăна чыслăн пурнăçланă. Иккĕшĕ те – чăн-чăн Герой.
Иван Шимлыхпа Александр Морозов ĕмĕрлĕхех халăх асĕнче юлĕç.
И. СИДОРОВ.
Апрель 2025 |