Библиотекарь профессийĕ те илĕртÿллĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.04.2025, 10:52 Просмотров: 52

Библиотека – халăх ăсĕн управçи, кĕнекесем пухмалли вырăн тата пурне те хавхалантаракан çăлкуç. Кам-ха пире çĕршер кăларăмран хăшне суйласа илмеллине, кирлĕ литературăна шыраса тупма пулăшать? Çак ыйту çине хулари шкулсенче вĕренекенсене библиотекăра ĕçлекенсем вулавăш çуртĕнче нумай пулмасть йĕркеленĕ мероприятире хуравлама пулăшрĕç.

Тĕлпулу вăхăтĕнче шкул ачисем нумай çĕннине тата интереслине пĕлме пултарчĕç. Калăпăр, пĕрремĕш библиотекăсем мĕнле пуçланса кайни, кирлĕ информацие хальхи вăхăтра мĕнле майпа çăмăлрах тата хăвăртрах шыраса тупма е упрама май пурри çинчен... Библотекăра ĕçлекенсем хăйсен тивĕçĕсем нумай енлĕ пулни çинчен каласа кăтартрĕç. Сăмах кĕнеке фондне комплектлассинчен пуçласа культурăллă мероприятисем ирттересси таранах пычĕ. Çакă арçын ачасемпе хĕрачасене библиотекарь профессийĕ çинчен лайăхрах пĕлме май пачĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче вĕсем библиотекарьсемпе паллаштаракан кĕнекесен выставкипе те интересленчĕç. Н. Ларионова редактор унта тăратнă кăларăмсене тишкерсе тухрĕ, хăй вăхăтĕнче библиотекарь пулса ĕçленĕ паллă писательсем çинчен каласа кăтартрĕ. Çавна май ачасем Якоб Гримм, Анна Ахматова, Иван Крылов, Владимир Одоевский тата ыттисем тĕрлĕ çуленче вулавăшсенче тăрăшнине пĕлме пултарчĕç. Кунсăр пуçне вĕсем опытлă специалистсене тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, пулас профессие мĕнле майпа суйласа илмеллипе кăсăкланчĕç.

Çак тĕлпулу шкул ачисен асĕнче нумайлăха юлĕ. Библиотекарĕн интереслĕ профессийĕпе паллашнипе пĕрлех вĕренекенсем тăван шкулпа сывпуллашсан хăйсем малашне мĕнле çул суйласа илесси пирки те шухăшлама пуçларĕç.

З. САФИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники