Тĕллев – хура пиçиххи

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.04.2025, 10:53 Просмотров: 48

Апрелĕн 27-мĕшĕнче Куславккари «Каратэ-до шкул» спорт клубне çÿрекен çамрăк каратистсем Çĕрпÿре иртнĕ тĕрĕслев урокне хутшăнчĕç. Çак чыса пирĕн хулари Михаилпа Иван Гавриловсем тивĕçрĕç.

Каратэ енĕпе ирттерекен занятисене вĕсем 2021 çултанпа çÿреççĕ. Çак тапхăрта çамрăк спортсменсен пурнăçĕнче тем те пулчĕ: хăшпĕр ăмăртусенче вĕсем çĕнтерчĕç, хăшĕсенче вара вĕсене парăнтарчĕç. Пĕртăвансем нумай ăмăртăва тата тĕрлĕ шайри семинарсене хутшăнчĕç. Тренировкăсенче те питĕ тимлĕ пулчĕç Михаилпа Иван. Çавна пулах экзамен тыттаракан комисси членĕсем çак тĕрĕслев урокĕнче Гавриловсене чи лайăх вĕренекенсем тесе палăртрĕç, каратэ енĕпе тĕттĕм хăмăр тĕслĕ пиçиххи пама йышăнчĕç. Пирĕн çамрăк спортсменсен умĕнче халĕ тепĕр тĕллев – хура пиçиххине тивĕçмелле.

Н. АЛЕКСАНДРОВ.

«Каратэ-до шкул» спорт клубĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники