Куславкка муниципалитет округĕнче пурăнакансем Пĕтĕм Раççейре иртекен субботниксене хастар хутшăнаççĕ.
Хулари «Атăл» спорт шкулĕн территорийĕнче нумай пулмасть хастар çынсем чăрăшсем лартма тухрĕç. Çак массăллă мероприятие куславккасем те, çĕршыври ытти çĕрти пекех, Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалларĕç. «Астăвăм сачĕ» тесе ят панă экологипе патриотизм майлă акцие спорт шкулĕнче ĕçлекенсем, Куславккари 2-мĕш тата 3-мĕш вăтам шкулсенчи волонтерсен командисем, «Единая Россия» партин Çамрăк Гварди хастарĕ- сем, Ачасене аталантармалли центра – «Пчелка» аса садне çÿрекенсем уйрăмах йышлă хутшăнчĕç. Иртнĕ вăрçăран таврăнайман, паттăррăн пуç хунă ентешсене асăнса вĕсем 100 чăрăш лартса хăварчĕç.
Общество пурнăçне хастар хутшăнакан çынсем тăрăшнипе халăх йышлă пухăнакан вырăнсем, учрежденисемпе организацисен территорийĕсем, парксем, палăксен таврашĕ çулран çул илемленсе пыраççĕ, вĕсене типĕ курăкран тата çÿп-çапран тасатаççĕ. Иртнĕ эрнере, тĕслĕхрен, çак тĕллевпе Атăл хĕрринче черетлĕ субботник йĕркеленĕ-ччĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев регионта пурăнакансене пурне те çурхи пуçарăва ырласа йышăнма чĕнсе каланăччĕ. Олег Алексеевич субботниксем – ку вăл çÿп-çап пуçтарасси кăна мар, тăван киле, урама, хулана тирпейлĕ тытасси те, çакăншăн яваплăха туясси те тесе палăртнăччĕ.
Пĕтĕм Раççейри субботника федерацин «Пурăнма кăмăллă хула хутлăхĕ туса хурасси» проектпа килĕшÿллĕн ирттереççĕ. «Пурăнмалли инфратытăм» наци проекчĕ шăпах унăн пĕр пайĕ пулса тăрать. Майлă самантпа усă курса, тăван тăрăха таса тăвассишĕн, тирпей-илем кĕртессишĕн тăрăшакансене пурне те тав тăватпăр.
О. МИХАЙЛОВА,
Куславкка муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пресс-секретарĕ.
Апрель 2025 |