Канлĕ ватлăх сунчĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.05.2025, 15:17 Просмотров: 65

photo 2025 05 03 13 17 27

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Куславкка муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков хамăр округри тыл ĕçченĕ Алевтина Аверкиевна Смирнова патне çитсе килчĕ.

Вăрăм ĕмĕрлĕ хĕрарăм Мушар ялĕнче пурăнать, майăн 3-мĕшĕнче вăл хăйĕн тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле 95 çулхи çуралнă кунне паллă турĕ. Алексей Николаевич ăна сумлă юбилейпе тата Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн саламлă открыткисене пачĕ, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, канлĕ ватлăх сунчĕ.

Алевтина Аверкиевнан пурнăç çулĕ пур чухне те такăр пулман, çапах та вăл хастарлăхне нихăçан та çухатман, хăй умĕнчи тĕллевне пурнăçлас тесе шав малалла талпăннă. Вăрçă çулĕсенче ыттисемпе пĕр тан тылра ĕçленĕ, Çĕнтерĕве çывхартас тесе тăрăшнă. Вăрçă хыççăн вара çĕршыва ишĕлчĕкрен çĕклеме вăй-халне шеллемен.

Вăл Варасăрти çичĕ класлă шкултан тата Шупашкарти ялхуçалăх шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1954 çулта Куславккари машинăпа трактор станцийĕнче агроном пулса ĕçленĕ. 1955-1987 çулсенче И.В. Сталин ячĕллĕ колхозра (каярах «Волга» совхоз) тĕп склад заведующийĕ пулса тăрăшнă.

А. Смирнова икĕ ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Ватлăх кунĕсенче юбиляра 2 мăнукĕпе мăнукĕсен 4 ачи куç тулли телей парнелеççĕ.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники