Ăрусен çыхăнăвĕ татăлмасть

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.05.2025, 15:19 Просмотров: 76

751fb78a37864aafa4a2a3bf27380981

Хулари «Ман Куславкка» скверта Çĕршыв хÿтĕлевçисене халалланă выставка уçăлчĕ. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ.

Çак стендсем çинче пирĕн 33 ентеш историйĕпе паллашма пулать. Унта иккĕмĕш тĕнче вăрçинче пулнă мăн асаттесемпе асаттесен, аттесен, вĕсен Афган вăрçине, Грузипе Осетири хĕçпăшаллă хирĕçтăрусене тата ятарлă çар операцине хутшăннă ачисен, мăнукĕсен, мăнукĕсен ачисен паттăрла ĕçĕсем çинчен çырса кăтартнă.

Пирĕн ентешсем Тăван Çĕршыв умĕнчи тивĕçе яланах чыслăн пурнăçланă, ыттисене хăюлăхпа тÿсĕмлĕх кăтартнă. Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче вĕсем çĕршыва паттăрăн хÿтĕленĕ, Çĕнтерĕве çывхартнă. Халĕ вара, фашизм мирлĕ пурнăçа аркатма хатĕр вăхăтра, вĕсен мăнукĕсемпе мăнукĕсен ачисем пирĕн чикĕсене шанчăклăн сыхлаççĕ, хăйсен аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсен ĕçне малалла тăсаççĕ.

Выставкăра Куславкка районĕнче çуралнă, Подольскри çар училищисенче вĕреннĕ 6 ентеш историйĕ те пур. Аслă Отечественнăй вăрçă летопиçĕнче вĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ уйрăм вырăн йышăнать. 1941 çулхи октябрьте Подольскри артиллерипе пехотăн çар училищисен курсанчĕсемпе командирĕсем Мускав çывăхне кăнтăрпа хĕвеланăç енчен паттăррăн хÿтĕленĕ.

Çĕршывăн мирлĕ малашлăхĕшĕн çапăçса пуç хунă Геройсене пирĕн халăх ĕмĕр-ĕмĕр асра тытĕ. Вĕсен ячĕсем çĕршыв историйĕнче ĕмĕрлĕхе упранĕç. Эпир паттăрсем çинчен ăруран ăрăва каласа кăтартма тивĕçлĕ.

Скверти хамăрăн мухтавлă ентешсене халалланă выставкăна кашниех пырса курма пултарать. Унпа округри ача сачĕсене çÿрекенсем, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем питĕ интересленсе паллашрĕç, хăйсемшĕн нумай çĕннине пĕлме пултарчĕç.

Выставка пурне те килĕшессе, унпа паллашнă май пирĕн чун-чĕрере мăнаçлăх туйăмĕ вăранасса, ентешсемпе пурте мăнаçланасса шанса тăратпăр.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники