Куславкка хулинчи нумай ачаллă Демьяновсен çемйи патшалăх уйăрса паракан çĕр лаптăкĕ вырăнне пĕр хутчен сĕнекен тÿлевпе усă курма йышăннă, çак укçапа çурт тума илнĕ ипотекăна парса татма шутланă.
Туслă çемье унччен çĕр лаптăкĕ илме кăмăл пуррисен черетĕнче тăнă, кайран укçан паракан 250 пин тенкĕлĕх сертификатпа усă курас тенĕ. Демьяновсем çавăн пекех вырăнти самоуправлени органĕнче пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли çемьесен черетĕнче те тăраççĕ.
Çемье пуçĕ Дмитрий Александрович «Воддорстрой» ОООра водитель пулса ĕçлет, унăн мăшăрĕ Оксана Витальевна килĕнче тăватă ачине тивĕçлĕ воспитани парас тесе тăрăшать. Вĕсен аслă ывăлĕ Данил çиччĕмĕш класра вĕренет, музыка шкулĕнчи преподавательсем те ăна ырлаççĕ. Тăваттăмĕш класра ăс пухакан хĕрĕ Дарья ытларах ÿкерме юратать, çавăнпа ăсталăхне ÿстерме художество шкулне хаваспах çÿрет. Давид пĕрремĕш класра çеç вĕренет пулин те шывра ишме питĕ килĕштерет. Чи кĕçĕнни Демид хулари «Звездочка» ача садне çÿрет.
«Çемье» наци проектне пурнăçа кĕртсе, патшалăх юлашки çулсенче нумай ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăрать, çавăншăн эпир тем пекех хавас», – тет Оксана Витальевна.
Аса илтеретпĕр: 250 пин тенкĕлĕх тÿлеве черетре тăракан нумай ачаллă çемьесене пĕр хутчен кăна параççĕ, çавна май заявление хăçан çырнине шута илеççĕ. Çак сертификатпа пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма, çĕр лаптăкĕ илме тата ипотека валли илнĕ кредита парса татма юрать.
Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви.
Май 2025 |