«Родина» СХПК паян Куславкка округĕнчи малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри шутланать. Унăн ертÿçи Людмила Емельянова ялхуçалăхĕнче 30 çула яхăн тăрăшать, çав шутра 25 çул хушши производство кооперативне ертсе пырать.
Хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илессипе кашни çулах пысăк кăтартусемпе палăрать. «Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проектне пурнăçа кĕртсе, унта производство комплексĕсене хута янă, машинăпа трактор паркне пĕрехмай çĕнетсе пыраççĕ. Юлашки виçĕ çулта кăна «Родина» СХПК 5 трактор, тĕштырă вырса пухмалли 2 комбайн, тырă типĕтмелли хатĕр (сушилка) туяннă, тухăçа вырнаçтармалли склада реконструкциленĕ.
Людмила Емельянова ялти социаллă проблемăсене татса пама та çулсерен хастар хутшăнать. Пăрмасра çĕнĕ Культура çурчĕ тата фельдшерпа акушер пункчĕ ÿссе ларнинче те ялхуçалăх предприятийĕн тÿпи пысăк. Территори пайĕнче ĕçмелли шыв уçласа кăларма икĕ башня вырнаçтарнă, урамсене юсаççĕ. Ялхуçалăх производство кооперативĕ Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене, тивĕçлĕ канури çынсене вăй çитнĕ таран укçан пулăшать, çĕр лаптăкĕсене тÿлевсĕр сухаласа парать. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем çинчен те манмасть хуçалăх ертÿçи. Акă, тĕслĕхрен, 2024 çулта «Родина» СХПК СВОри çар служащийĕсене пулăшма 250 пин тенкĕ куçарса панă, кăçал – 100 пин.
Муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕн экономика тата ялхуçалăх енĕпе ĕçлекен заметителĕ – экономика, инвестици ĕçĕ-хĕлĕ, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Геннадий Пушков Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕ умĕн «Родина» СХПКра пулчĕ, Чашлама çывăхĕнчи 250 гектар йышăнакан уйра «Корнето» ятлă çурхи тулла юлашки гектарсем çинче акакан механизаторсене çурхи уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Геннадий Михайлович çак Çĕнтерÿ тем пекех пысăк хака ларнине палăртса хăварчĕ, мăн асаттесемпе асаттесем, мăн асаннесемпе асаннесем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнине асăнчĕ. «Çавăнпа пирĕн вĕсен паттăрлăхне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытмалла, вĕсене хисеплемелле, манмалла мар», – тесе каларĕ.
Майлă самантпа усă курса, Геннадий Пушков ялхуçалăх ĕçченĕсем çĕршыва апат-çимĕçпе туллин тивĕçтернине те палăртса хăварчĕ. Вĕсем иртен пуçласа таврана каç сĕмĕ çапиччен уйра, фермăра ырми-канми ĕçлени çинчен каларĕ. Патшалăх умĕнчи тивĕçне аграрисем чыслăн пурнăçланине палăртса, Геннадий Пушков пултаруллă механизаторсене Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа кăларнă ятарлă медальсемпе наградăларĕ.
В. ВОРОБЬЕВА.
Ÿкерчĕк çинче: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Николай Субакаев, Николай Иванов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Владимир Шикарев, Александр Иванов, Константин Плотников, Николай Московкин, Андрей Белов «Родина» СХПК ертÿçипе Людмила Емельяновăпа пĕрле награда илнĕ хыççăн.
Май 2025 |