Майăн 9-мĕшĕнче Муркарта совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа савăнăçлă митинг иртрĕ. Унта ялта пурăнакансем, Тĕрлемесри вăтам шкулта вĕренекенсем, ятарлă çар операцийĕнче вилнĕ каччăсен тăванĕсемпе çывăх çыннисем, çавăн пекех хисеплĕ хăна – тыл ĕçченĕ Ю. Михайлова хутшăнчĕç.
Тĕрлемесри вăтам шкулта вĕренекенсем тата ялти ачасем иккĕмĕш тĕнче вăрçи çинчен чылай сăвă каларĕç. Муркарсене Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа шалти службăн отставкăри полковникĕ, ятарлă çар операцийĕнче пулнă И. Иванов ăшшăн саламларĕ. Тылра ырми-канми ĕçленĕ Ю. Михайлова çамрăклах Энĕш юханшывĕ хĕрринче Сăр хÿтĕлев чиккине тума хутшăнни çинчен хумханса каласа пачĕ. Митинга пынисем Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнă ентешĕсене асăнса лартнă палăк умне чечек çыххисем хучĕç, вĕсене аса илсе пĕр минут шăп тăчĕç. Унтан ялта пурăнакансем пурте пĕрле «День Победы» юрра шăрантарчĕç.
Митинг хыççăн ялта пурăнакансем фронтра пулнă çывăх тăванĕсен тата СВОра паттăррăн пуç хунă Н. Волков, И. Шимлых, А. Морозов портречĕсене йăтса урамсем тăрăх утса çаврăнчĕç, çапла майпа хăйсем «Вилĕ- мсĕр полк» акцине хутшăннине çирĕплетсе пачĕç. Ял çыннисем çул çинче ятарлă çар операцийĕнче пулнă, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ çамрăксем пурăннă çуртсем умĕнче чарăна-чарăна тăчĕç, çапла майпа паттăрсене хисеп турĕç.
Майăн 9-мĕшĕнче савăнăçлă уяв йĕркелеме пулăшнăшăн ялта пурăнакансем Тĕрлемесри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Г.Петровăна ăшшăн тав тăваççĕ.
И. ИВАНОВ.
Май 2025 |