Уй-хирти çурхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Майăн 14-мĕшĕ тĕлне муниципаллă округ территорийĕнче пĕлтĕр 3400 гектар лаптăкра акса хăварнă кĕрхи культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантарнă, сÿрелесе тухнă, нумай çул ÿсекен курăксене 432 гектар çинче апатлантарнă, 2348 гектар сÿреленĕ.
6751 гектар лаптăкра çĕртме сухине сÿреленĕ тата 6702 гектар чухлĕ культиваци тунă.
Вăрлăха та пысăк тимлĕх уйăрнă, 1675 тоннăна имçамланă. Çавăн пекех пĕрчĕллĕ культурăсене хими меслечĕ-пе хÿтĕлес ĕçсене тытăннă, майăн 14-мĕшĕ тĕлне ку ĕçе 1966 гектар лаптăкра пурнăçланă.
Кăçал округри ялхуçалăх предприятийĕсем тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 6800 гектар акса хăварма палăртнă, техника пĕлтерĕшлĕ культурăсем 300 гектар йышăнмалла, пахчаçимĕç культурисем вара 140 гектар йышăнĕç, çĕрулми – 420.
Майăн 14-мĕшĕ тĕлне çурхи пĕрчĕ-ллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пирĕн округра 6702 гектар (планпа 6800 гектар акма пăхнă, ку вăл 98,5 процент шутланать) акма ĕлкĕрнĕ. Çав шутра çурхи тулă 3171 гектар (планпа пăхнинчен 82,2 процент), сĕлĕ – 520 (95,7 процент), урпа – 2265 (109,9 процент), ясмăк – 250 (планпа пăхнин 100 проценчĕ), пăрçа – 496 гектар (планпа пăхнинчен 376 гектар ытларах!) акса хăварнă. Çавăн пекех 90 гектар лаптăкра нумай çул ÿсекен курăксем акма ĕлкĕ-рнĕ, Е. Васильева фермер хуçалăхĕнче тата «Вега» акционер обществинче 30-шар гектар лаптăкра пĕр çул ÿсекен курăксем акса хăварнă.
Майăн 14-мĕшĕ тĕлне çавăн пекех 57 гектар купăста лартнă, планпа 115 гектар лартма палăртнă. Кăçал аграрисем 420 гектар çĕрулми лартма пăхнă пулсан, майăн 14-мĕшĕ тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» 112 гектар лартма ĕлкĕрнĕ, ку вăл планпа пăхнин 26,6 проценчĕ пулать.
Ялхуçалăх предприятийĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем уяр çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.
М. КВАСКОВА,
округ администрацийĕн ялхуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ.
Май 2025 |