Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин официаллă сайтĕнче «Агроастăвăм» рубрика пур. Унта ялхуçалăхĕнче ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ çынсем çинчен вуласа пĕлме пулать.
Паян Куславкка округĕнчи Катĕркасси ялĕнче 1923 çулхи майăн 6-мĕшĕнче çуралнă Николай Герасимович Герасимовпа паллаштаратпăр. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнă, паттăррăн çапăçнă, I степень Отечественнăй вăрçă орденне илме тивĕçлĕ пулнă. Мирлĕ вăхăтра Николай Герасимов Вăрмар районĕнче хуçалăхпа парти ĕçĕнче тăрăшнă, унтан çерем çĕрсене акма пуçлакансемпе пĕрле вăй хунă. 1954 çултан пуçласа 1960 çулччен Алтай тăрăхĕнчи «Романовский» тата «Гуселетовский» совхозсен директорĕн заместителĕ, КПСС Закладной райкомĕнче МТС енĕпе секретарь пулса ĕçленĕ.
1960 çулта Николай Герасимович Чăваш Ене таврăннă, малтанах Вăрмар районĕнче колхоз председателĕ, «Ленинский» совхоз директорĕ пулнă.
1969 çулта вăл Чăваш ялхуçалăх институчĕн «Приволжское» вĕрентÿпе опытлă хуçалăхне ертсе пынă. 11 çул хушшинче Николай Герасимович тăрăшнипе вĕрентÿпе опытлă хуçалăх мĕнпур отрасльне аталантарас енĕпе лайăх кăтартусем тума пултарнă.
1980-1995 çулсенче вăл Чăвашпотребсоюзăн Ишлейри райповĕн председателĕ, Шупашкарти В. И. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн хушма хуçалăх предприятийĕн директорĕ пулса ĕçленĕ.
Нумай çул хушши ырми-канми вăй хунăшăн, лайăх кăтартусемпе палăрнăшăн Николай Герасимович Герасимова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, I степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе, виçĕ хутчен Хисеп Палли орденĕпе, çавăн пекех нумай-нумай медальпе тата Хисеп грамотисемпе наградăланă.
В. ПЕТРОВ.
Июнь 2025 |