1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ – эпир ĕмĕр асра тытакан кун. Шăпах ĕнтĕ çав кун ирхине 4 сехетре пирĕн çĕршыв историйĕнче нумай юн тăкăннă тата чи хăрушă вăрçă пуçланнă...
Астăвăмпа хурлану кунĕ умĕн, июнĕн 20-мĕшĕнче, Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсене асăнса Куснар çывăхĕнчи Мемориал комплексĕн территорийĕнче хурлăхлă митинг иртрĕ. Историрен эпир лайăх пĕлетпĕр, çав чикĕсене тĕпрен илсен хĕрарăмсемпе çамрăксем (16 çулсенчи ачасем) хатĕрленĕ. Шăпах ĕнтĕ вĕсем 1941-1942 çулхи шартлама сивĕре фашистсене малалла ирттерсе ярас мар тесе шăннă тăпрана лумпа ката-ката окопсем чавнă, Сăр юханшывĕ хĕррипе хÿтĕлев чиккисем тунă. Мари Эл, Тутарстан, Чăваш, Мордва АССРĕсем, Горький, Пенза, Саратовпа Ульяновск облаçĕсен территорийĕсем тăрăх иртекен «Сăр чиккине» тума çав регионсенчи 200 пине яхăн хĕрарăмпа çамрăк хутшăннă. Митинга пынисем вĕсене тата иккĕмĕш тĕнче вăрçинчен таврăнайман паттăрсене аса илсе пĕр минут шăп тăчĕç. Унтан Мемориалти Ĕмĕр сÿнми çулăм умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Çак мероприятие Куславкка муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Людков, унăн заместителĕ Надежда Лукинова, Елчĕкри вăтам шкулта çав кун иртнĕ педагогсен «Образовательный драйв» клубĕсен лигин республикăри пĕрремĕш сессине йĕркелекенсем тата учительсем, Куславкка округĕнчи çывăхри ялсенче пурăнакансем, Тĕрлемесри тата Кунерти çамрăк армеецсем хутшăнчĕç. Чăваш патшалăх филармони артисчĕсем патриотизм майлă юрăсем шăрантарчĕç. Мемориал территорийĕнче легендăна кĕрсе юлнă «Журавли» юрă чуна хурлантарса янăрарĕ...
Кунтах Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Куславккари вырăнти уйрăмĕ йĕркеленипе «Çĕнтерÿ тĕввисем» акци иртрĕ. Çамрăксем те, вăтам çулсенчи çынсем те маскировка тетелĕ çине çутă симĕс е тĕттĕмрех тĕслĕ лентăсем çыхса хума тăрăшрĕç, çавна май кашниех ятарлă çар операцийĕ часах вĕçленессе, çар служащийĕсем тинех килĕсене таврăнасса шанни çинчен пĕлтерчĕ.
В. ВОРОБЬЕВА.
Июнь 2025 |