Мунча хăçан ĕçлеме тытăнĕ?

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.06.2025, 12:49 Просмотров: 29

Пирĕн редакци кашни кун тенĕ пекех вулакансенчен çырусем илет. Хăшĕ-пĕрне ĕлĕкхи пек конвертпа ярса параççĕ, теприсем хальхи саманари электрон почтипе усă кураççĕ. Хаçат тусĕсем хушшинче редакцие кĕрсе тухса хăйсене канăç паман ыйтусене хускатакансем те йышлă. Тĕпрен илсен, çырусен авторĕсенчен ытларахăшĕ ырă хыпарсем пĕлтерет, хамăр хулара е ялсенче пурăнакан хисепе тивĕçлĕ çынсем çинчен çырса кăтартма ыйтать. Эпир, редакцире ĕçлекенсем, вĕсен сĕнĕвĕсене хаваспах пурнăçлама тăрăшатпăр, пирĕнпе туслă çыхăну тытакансене ăшшăн тав тăватпăр.

Паян эпир хамăр вулакансене редакцие нумай пулмасть килнĕ çырупа паллаштарасшăн. Унăн авторĕ Куславккара пурăнакан Е. Андреева хускатнă тема чăннипех те çивĕч тухса тăрать, çитменнине тата ун пирки хаçатра пĕр хутчен кăна мар çырнă, анчах та лавĕ халĕ те вырăнтан хускалмасть.

Е. Андрееван çырăвĕпе паллашар-ха: «Хула мунчине юсама тесе хупнăранпа нумай вăхăт иртрĕ. Эпĕ çывăхри масар çинче ÿсекен чечексене шыв сапма çÿретĕп. Унтан таврăннă чухне хула мунчи çумĕ- нчен иртсе каятăп. Унăн алăкĕсем хупă тăнине курса чун ыратать. Сисмесĕрех вара хамран çапла ыйтатăп: «Хулара нумай хутлă çуртсенче пурăнакансем ăçта çăвăнма çÿреççĕ-ши?» Мунчапа ваннăй пурин те çук-çке. Эпĕ астăвасса, ĕлĕкрех мунча хулан поселок енче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те ĕçленĕ. Эпир ачасемпе пĕрле çулталăкăн хăш вăхăтĕнче те унта çăвăнма çÿреттĕмĕр. Канмалли кунсенче халăх нумай пухăнсан та черет çитессе пĕр чăркăшмасăр кĕтсе лараттăмăр...»

Çыру авторĕ хускатнă ыйту, маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, куславккасемшĕн чăннипех те çивĕч. Нивушлĕ хула мунчи текех ĕçлесе халăха савăнтармĕ? Çавăнпа вырăнти влаçсем çакăн пирки мĕн шухăшланине район хаçачĕ урлă хуравласса кĕтетпĕр.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники