Çĕр çырли ăнса пулнă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.06.2025, 12:50 Просмотров: 33

Elt5Z8JfkczsX saXNI5zchCJdlkmyLWnWK8xF

Куславкка округĕнче пурăнакан Анна Константиновна Лукьянова пĕлтĕр кĕркунне Чăваш Ен Ĕçлев министерстви урлă социаллă контракт çырса хатĕрленĕ те çĕр çырли ÿстерме шутланă. Патшалăх уйăрса панă укçапа вăл пахалăхлă калча туяннă, хăйĕн хушма хуçалăхне аталантарма тытăннă.

Малтанах кăштах шикленнине пытармасть вăл: «Калча чиперех вăй илĕ-ши? Çырла туса илме пултарăпăр-ши?» Тĕмĕсем çимĕç пама тытăнсан хĕрарăм хавхалансах кайнă, халĕ вăл çĕр çырлин лаптăкне пысăклатма ĕмĕтленет.

– Чи йывăрри – ĕçе пуçăнасси. Ĕçленĕ май опыт та килет, кăмăл та тулать. Патшалăх пулăшни питĕ вăхăтлă пулчĕ, унсăрăн эпĕ çĕр çырли ĕрчетме тытăнмастăм та, – тет Анна.

Лукьяновсен çемйинче – чăн-чăн çĕрĕçченĕсем. Аннăн мăшăрĕ пыл хурчĕсем ĕрчетет, вĕсем икĕ ача пăхса ÿстереççĕ. Упăшкипе арăмĕ хăйсен хушма хуçалăхне аталантарса сахал мар тупăш илеççĕ.

Социаллă контрактсен программи «Çемье» наци проекчĕ-пе килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать, вăл Чăваш Республикинче пурăнакансене хăйсене килĕшекен ĕçе суйласа илсе малашне аталантарма, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме тата ялсенче çемьесене тĕреклетме май парать. Çакнашкал истори патшалăх пулăшăвĕпе вăхăтра усă курнипе кашниех хăйĕн пурнăçне лайăхлатма пултарнине çирĕплетсе парать.

А. ГОЛИЦЫН.              

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники