Июлĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннипе пирĕн округри Куснар ялĕ çывăхĕнчи чĕмсĕр чикĕ-сене тăвакансене халалланă Мемориал комплексĕн территорийĕнче пысăк калăпăшлă мероприяти ирттерме палăртнă. Çавна май Куславкка тăрăхĕ иккĕмĕш хут çарпа истори клубĕсен тата шырав отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри фестивальне йышăнĕ.
Муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков çак кунсенче Чăваш Республикин çамрăксен политикипе ĕçлекен управлени сотрудникĕпе тата фестивале йĕркелессишĕн яваплă çынсемпе тĕл пулса калаçрĕ, хăшпĕр ыйтăва сÿтсе яврĕ. Асăннă мероприятие çамрăксем хушшинче ăс - хакăлпа нравственноçăн хаклă енĕсене сарас тата патриотизм майлă воспитани парас, çавăн пекех çĕршыв историйĕпе интереслентерес, хаяр вăрçă çулĕсенче фашизма хирĕç кĕрешме пурте пĕр кар тăнине кăтартса парас тĕллевпе ирттереççĕ.
Фестивале хутшăнакансене тата хăнасене тĕрлĕ темăсемпе йĕркеленĕ интерактивлă вырăнсем, çар лагерĕ, нумай çул каялла усă курнă автомобильсен выставки, çамрăк салтакăн пĕлĕвне тата вăй-халне тĕрĕслемелли тупăшусем кĕтеççĕ.
Июлĕн 19-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа çарпа историри пĕр саманта – 1945 çулта çапăçусем пынине, пирĕн салтаксем тăшмана хирĕç паттăррăн кĕрешнине, çав хушăрах хĕрарăмсемпе çамрăксем тылра Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнине кăтартса парĕç.
Т. ТИМОФЕЕВА.
Июнь 2025 |