Интереслĕ те хаваслă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.06.2025, 12:55 Просмотров: 306

Июнĕн 25-мĕшĕнче хулари библиотекăра ĕçлекенсем Куславккари комплекслă центр çумĕнчи «Фортуна» лагерьте канакансем валли «Геометрика» паркĕнче çу кунĕсем чăннипех те хаваслă та илемлĕ пулнине çирĕплетекен мероприяти ирттерчĕç.

Вĕсем ертсе пынипе арçын ачасемпе хĕрачасем тĕрлĕ-рен кăсăклă вăйăсем вылярĕç, ташларĕç, юрларĕç, кулчĕç, кăмăлтан савăнчĕç. Ăстăн шайне палăртакан «Эпĕ кам?» вăйă та пурне те килĕшрĕ.

Мероприяти питĕ интереслĕ тата хаваслă иртрĕ, çавăнпа вăл нумайранпа ачасен асĕнче юласса шанатпăр.

З. САФИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники