Хапăл туса кĕтетпĕр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 04.07.2025, 16:00 Просмотров: 84

ded7ae132e21c86449309ce97c6f9744 o

Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта 3 çул тултарман ачасемпе ĕçлекен ушкăн пур. Унта шăпăрлансене темиçе сехетлĕхе хăварма юрать. Ашшĕ-амăшĕн хăйĕн ĕçĕпе ăçта та пулин кайса килмелле пулсан, вĕсен ачисене центрти специалистсем пăхма пултараççĕ.

Çак пулăшу вăхăтлăх йывăрлăхсемпе тĕл пулнă çемьесемшĕн питĕ вырăнлă, калăпăр, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, ĕçе, бассейна е тренировкăсене кайса килмелле пулсан.

Ачасене темиçе сехетлĕхе шанса хăварма юракан ушкăн ĕçленипе ашшĕ-амăшĕсем питĕ кăмăллă, мĕншĕн тесен вĕсем пысăк квалификациллĕ специалистсем хăйсен пепкисене лайăх пăхасса, тимлĕх уйăрасса пĕлсе тăраççĕ.

Пирĕн специалистсем – психологсем ачасем валли тĕрлĕ йышши вăйăсем йĕркелеççĕ, ăстăна тата пултарулăха аталантарма пулăшакан мероприятисене явăçтараççĕ. Центрта арçын ачасемпе хĕрачасем ÿкерме, пластилинпа ĕçлеме, пĕр-пĕринпе хутшăнма пултараççĕ. Пĕчĕк ачасене пирĕн патра лайăх пултăр тесе, эпир хамăртан мĕн килнине пурне те тума тăрăшатпăр, вĕсем валли пÿлĕмре çĕнĕ теттесем, тĕрлĕ вăйăсем выляма, сăрлама тата пластилинран тĕрлĕ япаласем йăваласа тума кирлĕ сĕтелсемпе пукансем те пур.

Хăйсен ачисене кĕске вăхăтлăха хăвармалли ушкăна вырнаçтарас текенсем центра пыма е телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ. Пирĕн сотрудниксем сире интереслентерекен ыйтусем çине тĕплĕн хуравлĕç.

Аса илтеретпĕр, ачаллă çемьесене пулăшмалли çак хушма мера Чăваш Республикинче «Çемье» наци проектне пурнăçланипе вăя кĕчĕ. Çамрăк, нумай ачаллă, студентсен, пурлăх тĕлĕшĕнчен йывăрлăха лекнĕ, виçĕ çул тултарман пепкесем пур çемьесем Куславккари комплекслă центра пыма, ачасене вăхăтлăха хăвармалли ушкăна вырнаçтарасси пирки калаçса татăлма пултараççĕ.

Е. Чапурина,

Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр директорĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники