Практикăра – пулас тухтăрсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 01.08.2025, 15:27 Просмотров: 33

smBsdSTDqD7APxmYvRYh LvcEoJHjhARDYoxeBk7xf74vxHV7yV2qJbUOfYn3e MkvNitkXgxaF2Z2e149tZ62tX

Куславкка районĕнчи тĕп больницăра И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 1-3-мĕш курссенче вĕренекенсем практикăра.

Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем малашне мĕнле специальность суйласа илессине аван пĕлеççĕ. Практикăна килнĕ хĕрсем хушшинче пулас окулист, кардиолог, офтальмолог тата судмедэксперт та пур. Студентсен ертÿçи тата наставникĕ больницăн тĕп медсестри Татьяна Гаврилова шутланать. Университетра вĕренме улттăшне те Куславккаран направлении панă, çавăнпа та диплом илнĕ хыççăн вĕсем район больницине таврăнĕç, ĕçлеме тытăнĕç.

Çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарасси сывлăх сыхлавĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. «Вăрăм та хускануллă пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăра аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме бюджетпа уйăракан тĕллевлĕ вырăнсен шутне кашни çулах ÿстерсе пыраççĕ. Кунсăр пуçне тата «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем 2030 çулччен вăйра тăраççĕ.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Праздники