Пулăçсем валли

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 08.08.2025, 14:35 Просмотров: 27

Пирĕн округри пулă ĕрчетекен «Карамышевский» хуçалăх пекех Пăрачкаври Кудеиха ялĕнче те 40 çул ытла ăратлă карпсен «чувашский чешуйчатый» тата «анишский зеркальный» йăхĕ-сене ĕрчетеççĕ.

«Киря» хуçалăх Кудеиха ятлă юханшыв хĕрринче вырнаçнă. Унăн территорийĕ 330 гектарпа танлашать, унта искусственнăй майпа тунă 33 пĕве вырнаçнă. Вĕсенче карпсем ÿстереççĕ - вăлчаран пуçласа пулă темиçе килограма çитичченех. Вĕсене тырăпа кăна тăрантараççĕ, пĕвесенче пурăнакан шурă амурпа толстолобик экосистемăна тытса тăраççĕ.

Çуллахи вăхăтра хуçалăх чĕрĕ пулă сутать, кунсăр пуçне тата пĕве хĕрринчех ăна укçа тÿлесе тытма пулать. Билет хакĕ - 1500 тенкĕ, 5 килограма çити тытма ирĕк параççĕ. Çуркунне унта килте ĕрчетес тĕллевпе вĕтĕ пулă туянма пулать, хĕллехи вăхăтра шăнтнă карп сутаççĕ.

И. СЕРГЕЕВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники