Пурте хамăртан килет

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 08.08.2025, 14:36 Просмотров: 29

4pZ3CIq qkSAtMTAxoby3NS7rvbstbn77mJ n PNNjK5q4hqDhbKQa6B1E2sPSCBzNqLv7RsTrM9K35EkwHJXXtx

Июлĕн 28-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери гепатита хирĕç кĕрешмелли кун, пур çĕрте те сывлăха çирĕплетессипе çыхăннă мероприятисем йĕркелерĕç. Раççей Сывлăх сыхлав министерстви сĕннипе вара июлĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа августăн 3-мĕшĕччен пĕвер чирĕнчен асăрхаттармалли эрне иртрĕ.

Пĕвер - этем организмĕнчи чи кирлĕ орган, вăл клеткăсене тата пĕтĕм организма ĕçлеттерме пулăшать. Шăпах ĕнтĕ пĕвер токсинсене (наркăмăшлă япаласене), эрех-сăрана, эмелсен юлашкине сиенсĕрлетет, ватпа тивĕçтерет, апатлă япаласене улăштарать те организма кирлĕ витаминсене пухса пырать. 70 процент чухлĕ пĕтнĕ пулсан та, пĕвер çĕнелме пултарать. Анчах та унăн сапасĕ нумая пымасть.

Пĕвер шыççи ытларах чухне медицинăра гепатитпа паллă. Ăна пула пĕверти клеткăсем пĕтеççĕ. Çак чирĕн сăлтавĕсем тĕрлĕрен: инфекцисем, эрех-сăра ытларах ĕçни, çуллă апат нумай çини, организм наркăмăшланни, пурнăç йĕркине тĕрĕс мар тытса пыни. Организм В гепатитпа ан сиенлентĕр тесен, вăхăтра вакцина ярса иммунитет тумалла, ăнланмалларах каласан, çапла майпа ерекен чирсене йышăнмалла мар тумалла.

«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Куславкка районĕнчи И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра В гепатит лекесрен организма тÿлевсĕр вакцина яраççĕ. Вăл виçĕ тапхăрпа пулса иртет: пĕрремĕш хутĕнче, вакцинаци пуçланнă кун, укол тăваççĕ, иккĕмĕш хутĕнче - тепĕр уйăхран, виççĕмĕш хутĕнче - вакцинаци тунă хыççăн 6 уйăхран.

Вакцина ярса иммунитета ÿстерес тесен участокри терапевт патне пымалла, сывлăха тĕрĕслеттермелле. Шăнса пăсăлсан е ерекен чирсемпе аптрасан, çавăн пекех вăраха кайнă чирсемпе чирленĕ чухне укол тума тăхтаса тăмалла.

«В гепатита хирĕç кĕрешмелли хальхи саманари вакцина - шанчăклă тата сывлăхшăн хăрушăсăр эмел. Унта вирус çук, ун хыççăн чирлекенсем пулман. Чăн та, укол тунă вырăнта ÿт кăштах хĕрелме, температура ÿсме пултарать. Талăкран пурте йĕркене кĕрет, температура та чакать», - тесе пĕлтерет районти тĕп больницăри инфекци чирĕ- семпе кĕрешекен кабинетăн медицина сестри Надежда Коновалова.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники