Пирĕн хулари копмлекслă центрта скандинавсен мелĕ-пе утса сывлăха çирĕплетекенсен ушкăнĕ хăйне лайăх енчен кăтартать.
Ăна «Çемье» наци проекчĕпе уйăракан укçапа тытса тăраççĕ, унта ватлăх енне сулăннă ветерансемпе инвалидсем çÿреççĕ. Паллă ĕнтĕ, çулсем иртнĕçемĕн пĕве - яштака, пилĕке çамрăк чухнехи пек тытма çук. Пачах тепĕр майлă: организма ытлашши ÿт хушăнать. Пахчара кашни кун ĕçлесен те унран хăпаймастăн. Скандинавсен мелĕпе куллен тар кăларса хăвăрт утакансем вара ÿт айĕнчи çăва та «шăратаççĕ».
Çакна куславккасем лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа комплекслă центра йышлăн çÿреççĕ. «Эпир хулара утмастпăр, сывлăха çирĕплетме унăн тулашне тухатпăр, çутçанталăк илемĕпе киленетпĕр, уçă сывлăшпа сывлатпăр, тăван тавралăхран кăмăла хăпартса таврăнатпăр», - терĕ ушкăнри хастарсенчен пĕри Валентина Субакаева.
Е.ЧАПУРИНА.
Август 2025 |