Чăваш Енри учительсене преми парса хавхалантарнă. Телейлисен йышне 11 çын кĕнĕ.
Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен Алевтина Алексеева 150 пин тенке тивĕçнĕ. Вăл кăçал «Чăваш Енри çулталăкри учитель» конкурсра çĕнтернĕ. Шупашкарти 30-мĕш ача садĕ-нче тăрăшакан Дарья Жгарь – «Чăваш Енри çулталăкри воспитатель». Вăл 100 пин тенке тивĕçнĕ.
Ыттисене 50 пин тенкĕ парса хавхалантарĕç. Вĕсен хушшинче Куславкка округĕнчи Тĕрлемесри вăтам шкулта ĕçлекен Татьяна Анилина та пур. Вăл - педагог-психолог.
Çак кунсенче пирĕн педагогсем хăйсен профессири ăсталăхне Пĕтĕм Раççейри конкурсра кăтартса пама хатĕрленеççĕ.
В.СМИРНОВА.
Август 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4
|
5 | 6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
| 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
