СССРта çуралнăскере

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 15.08.2025, 14:34 Просмотров: 59

254575958

Галина Михайловна Никонова Кунерти ватă çынсемпе инвалидсене стационарлă пулăшу паракан уйрăмра пурăнать. Нумай пулмасть вăл «СССРта çуралнăскере» медале илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Куславккари уйрăмĕн председателĕ Олеся Михайлова СССРта çуралнă Галина Никоновăна çак медальпе кăмăлтан наградăларĕ. Галина Михайловна ăна «Эпĕ - хĕрарăм» конкурса «Кĕмĕл çул ÿсĕмĕ - Раççей мухтавĕ» номинацие хастар хутшăннăшăн тивĕçлĕ пулнă.

Г.Никонова халĕ 91 çулта, унăн пурнăçĕ тăван Куславккапа тачă çыхăннă. Ачалăхĕ пĕрре те çăмăл килмен, çапах та йывăрлăхсем кăмăл-туйăмне çирĕплетнĕ çеç. Хĕрарăм нумай çул хушши Куславккари автофургонсен комбинатĕнче вăй хунă, ăна аталантарассишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Тăрăшулллă пулнипе пĕрлех çамрăксене те вăхăтра ырă канашсем парса пулăшнă вăл.

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ Галина Никоновăна общество ĕçне вăй çитнĕ таран хутшăннăшăн ăшшăн тав тăвать, çирĕп сывлăх тата вăрăм кунçул сунать.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники