Ватă çынсемпе инвалидсен пурнăçне кăштах çăмăллатас тĕллевпе «Савăнăçлă ватлăх» ыркăмăллăх фончĕ «Васкавлă пулăшу» проектпа килĕшÿллĕн Куславкка округĕнче пĕччен пурăнакан 8 ватăпа инвалида тĕрлĕ апат-çимĕç туянма ятарлă сертификатсем уйăрса пачĕ. Çак фонд виççĕмĕш çул ĕнтĕ ватлăхра пĕччен тăрса юлнă, тивĕçлĕ канури çыннăн пурăнмалăх минимумĕнчен те сахалрах пенси илсе тăракан арçынсемпе хĕрарăмсене тата инвалидсене пулăшать.
Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта ĕçлекенсем маларах асăннă сертификатсемпе «Пятерочка» магазин урлă тĕрлĕ апат-çимĕç туянчĕç, вĕсене хăйсем пăхакан ватăсем патне çитерсе пачĕç. Кĕтмен парнешĕн пĕччен пурăнакан ватăсем чăннипех те савăнчĕç.
Иккĕмĕш ушкăнри инвалид Игорь Вячеславович Афиногенов, хăйĕн савăнăçне пытараймасăр, çапла каларĕ: «Савăнăçлă ватлăх» Ыркăмăллăх фондне, Куславккари комплекслă центрта ĕçлекенсене пире манса кайманшăн, вут-шанкăпа та, апат-çимĕçпе те тивĕçтернĕшĕн тем пекех пысăк тав. Вĕсене те çирĕп сывлăх сунатăп».
Ют çын саншăн тăрăшни хуть те кама та, уйрăмах ватă çынсене, савăнтарать, паллах, кăмăл-туйăма çĕклет. Шăпах çавăн пек тăрăшуллăха курса, вĕсем хăйсене манса кайманнине туяççĕ, тесе пĕлтереççĕ Республикăри Ĕçлев министерствин официаллă сайтĕнче.
Август 2025 |