Раççей Федерацийĕн Çутĕç министерстви кашни çулах пуринчен те пултаруллăрах вĕрентекенсене 1250 преми парса хавхалантарать. Вăл 200 пин тенкĕпе танлашать. Çак йыша кăçал Чăваш Енри чи хастар 11 педагог кĕнĕ.
Сумлă премие тивĕçнисем хушшинче Куславкка округĕнчи Елчĕк шкулĕнчи историпе обществознани учителĕ Светлана Охотникова та пур. Светлана Григорьевна - хăйĕн ĕçне пĕлекен чăн-чăн ăста, вăл вăтăр çул ытла ачасене вĕрентет, çав шутра Елчĕк шкулĕнче – 24 çул хушши. Кунти А. Д. Иливанов ячĕллĕ краеведени музейĕ ăста педагог ертсе пынипе историе асра тытма тата çамрăк ăрăва патриотизм майлă воспитани пама пулăшать.
«Чăваш Енри чи пултаруллă 11 педагога сумлă преми илме тăратни - ку вăл ахаль цифрăсем кăна мар, ку вăл вĕрентĕве чун-чĕрине паракансене, сайра тĕл пулакан методикăпа ĕçлекенсене тата кулленхи ĕçре хальхи йышши технологисемпе усă куракансене хисеплени те, сума суни те», - тесе палăртнă Чăваш Ен вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров.
Премие тивĕçлĕ педагогсене палăртнă чухне вĕсем хăйсен методикине ĕçлесе хатĕрленине, професси тĕлĕшпе пĕлĕве тăтăшах ÿстерсе пынине тата вĕренекенсем олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтернине шута илнĕ.
Август 2025 |