Историри 40 çухрăм

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 22.08.2025, 11:31 Просмотров: 30

148876398558

Августăн 16-мĕшĕнче «Астăвăм сукмакĕ» ятпа республикăра виççĕмĕш хут велочупу иртрĕ. Ку хутĕнче ăна Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул тата Вырăс географи обществине йĕркеленĕренпе 180 çул çитнине халалланă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак мероприятие «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕ, Куславкка тата Сĕнтĕрвăрри муниципалитечĕ-сем, Куснар шкулĕ йĕркелеççĕ.

Тĕрлĕ ÿсĕмри 50 ытла велосипедист малтанах Сĕнтĕрвăрри округне кĕрекен Истерекасси ялĕнче пухăнчĕç. Унтан вĕсем пирĕн округри чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене асăнса лартнă мемориала çитсе чарăнчĕç, Ĕмĕр сÿнми çулăм патне чĕрĕ чечексем хучĕç. Каярах Куснарти вăтама шкулта Марина Вишневская хатĕрленĕ «Астăвăм сукмакĕ» фотокĕнекене сÿтсе яврĕç.

«Астăвăм сукмакĕ» велочупу кашни çулах Сĕнтĕрвăррипе Куславкка муниципаллă округсен территорийĕсенче иртет. Унта хутшăнакансем (ку хутĕнче 100 ытла çын пулчĕ) тылра ырми-канми ĕçленĕ, Çĕнтерĕве çывхартнă ентешсене аса илсе сума сăваççĕ. Совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра кăтартнă паттăрлăха эпир яланах хамăр чĕрере упратпăр.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии