Шăкăл-шăкăл калаçса

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 22.08.2025, 11:33 Просмотров: 32

41586

Куславкка округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕнче нумай пулмасть изумруд туй ячĕпе хулара пурăнакан Егоровсене чысланă. Вĕсем пĕрлешнĕренпе 55 çул çитнĕ.

Александр Михайлович Куславккарах çуралса ÿснĕ. Мăшăрĕ Татьяна Васильевна - Владимир облаçĕнче. Шăпа ăна Чăваш Ене илсе çитернĕ, вăл пирĕн хулари 2-мĕш вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ. Çемье пуçĕ вара хăйĕн пĕтĕм пурнăçне строительствăпа çыхăнтарнă, 36 çул Куславккари автофургонсен комбинатĕнче вăй хунă, çав шутра 8 çул хушши 7-мĕш цеха ертсе пынă. Юсавпа строительство цехĕн ертÿçи 2004 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă.

Егоровсем 1970 çулта пĕр çемье çавăрнă. Ывăл çуратнă хыççăн Татьяна Васильевна хăйĕн профессине улăштарнă, упăшки патĕнче комбинатра техника тĕрĕслевĕн пайĕнче ĕçлеме тытăннă.

Халĕ иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура, çапах та ахаль лармаççĕ, пахчара тăрмашаççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии