Ман тăван кĕтесĕм – Тĕрлемес

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 29.08.2025, 10:19 Просмотров: 24

hPuUyEtsU6gkHrF6iG3djljMwVLFMA1RO6CEpfj7HySKkzMLw8OQ aP4GPbre1xOS0 2POIBs9kqVCLO6LTiBiat

Тĕрлемесри вăтам шкулти ачасене каникула усăллă ирттерме кĕске вăхăтлăха пухакан ушкăнра нумай пулмасть тăван кĕтесе – Тĕрлемесе халалланă кун пулчĕ. Воспитательсем, арçын ачасемпе хĕрачасем моделлĕ библиотекăна çул тытрĕç.

Тĕрлемесри библиотека заведующийĕ Л. Павлова унта экскурси йĕркелерĕ.Тĕрлемес тăрăхĕ, вăл мĕнле пуçланса кайни çинчен питĕ интереслĕ каласа кăтартрĕ. Библиотекăра пулнă хыççăн пурте шкулти музее кĕрсе курчĕç, сайра тĕл пулакан экспонатсемпе интересленсе паллашрĕç. Çавăн пекех унта шкул историйĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем тата унтан вĕренсе тухнисен шăпи çинчен тĕплĕ- нрех пĕлме пултарчĕç. Музейри экспозицисем иртнине куç умне кăларса тăратма май пачĕç. Ачасем ĕлĕкрех мĕнле пурăнни, мĕнле савăт-сапапа усă курни пирки каласа панине тимлĕн итлерĕç. П. Семенова воспитатель Тĕрлемес тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, ăна чапа кăларнă çынсене халалланă стендсене хаваспах кăтартса тухрĕ.

Каярах пурте электронлă майпа ятарласа хатĕрленĕ «Пирĕн ялти паллă çынсем» куравпа паллашрĕç, Тĕрлемесĕн пуласлăхĕпе çыхăннă ÿкерчĕ-ксен конкурсне хутшăнчĕç, хăйсем çав кун мĕн-мĕн курнине хут çинче сăнласа пама тăрăшрĕç.

Л. АЛЕКСАНДРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники