Çамрăк тухтăр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 29.08.2025, 10:21 Просмотров: 25

59876458561

Медицинăра тĕп вырăн йышăнакансенчен пĕри – участокри терапевт. Чирлĕ çын чи малтан шăпах ĕнтĕ ун патне пырать. Анлă профиллĕ специалист пулнă май, терапевт мĕнпур чир-чĕр çинчен лайăх пĕлет, пациентăн сывлăхне тĕрĕслет, тĕрлĕ анализсем пама палăртать.

Акă ĕнтĕ çулталăк хушши Куславккари И. Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра çамрăк специалист, участокри врач-терапевт Валерия Кузнецова тăрăшать. Вăл Куславккарах çуралса ÿснĕ, 2022 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, ординатура пĕтернĕ, районти тĕп больницăна ĕçе вырнаçнă. «Врач профессине эпĕ яланах интереслĕ те яваплă ĕç тесе шутлаттăм. Анчах та çул çинче пулса иртнĕ пĕр тĕлпулу хыççăн çеç хам умма тухтăр пулма çирĕп тĕллев лартрăм. Аттепе анне тата эпĕ пĕррехинче пуйăспа çула тухнăччĕ. Ун чухне хальхи пек телефонсемпе гаджетсем çукчĕ. Çавăнпа та çынсем пушă вăхăта усăллă ирттерме ытларах кĕнеке е хаçат вулатчĕç. Пирĕнпе пĕрле пĕр купере пыракан хĕр «Анатомия человека» ятлă хулăн кĕнеке туртса кăларчĕ. Манăн анне вăл ăçта вĕреннипе интересленчĕ. Çак хĕр тухтăр пуласшăн иккен, медицина университетĕнче вĕренет. Вăл врач профессине ăнсăртран суйласа илменни, çынсене сыватма ĕмĕтленни пирки пĕлтерчĕ. Çавна май хĕрĕн куçĕсем çиçни тата анне ун çине питĕ ăмсанса пăхни мана пĕрре тĕлĕнтерчĕ, тепре савăнтарчĕ. Вара эпĕ те тухтăр пулатăпах тесе шухăшларăм. Унтанпа хамăн ĕмĕте пĕрре те улăштармарăм»,- терĕ Валерия Кузнецова.

Районти тĕп больницăра ĕçлеме тытăннăранпах çамрăк тухтăр яваплă та тимлĕ специалист пулнине кăтартса пачĕ. Хăйĕн участокĕнчи пациентсене йышăннипе пĕрлех вăл мобиллĕ бригадăпа пĕрле таврари ялсенче, предприятисемпе организацисенче ирттерекен мероприятисене хутшăнать, кирлĕ пулсан ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче тата врачсен амбулаторийĕсенче те чирлисене йышăнать.

Валерия Кузнецова çамрăк специалист пулин те, больницăна пыракансем те, пĕрле ĕçлекенсем те ăна хисеплеççĕ, ăшшшăн тав тăваççĕ.

Аса илтеретпĕр, «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăра пур çĕрте те çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. 2030 çулччен Раççейре «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсем вăйра тăраççĕ. 2023 çултан пуçласа пĕчĕкрех ялсене ĕçлеме тухса каякан врачсемпе медицина ĕçченĕсене социаллă тÿлев парса хавхалантараççĕ. Тĕллевлĕ направленипе медицина пĕлĕвĕ илме те май пур. Палăртас тетĕп, Валерия Кузнецова шăпах тĕллевлĕ направленипе вĕреннĕ. 2024 çулта Куславкка районĕнчи тĕп больницăра 17 çĕнĕ специалист ĕçе вырнаçнă, çамрăк кадрсене çак туслă коллектива явăçтарас тĕлĕшпе паян та хастар ĕçлеççĕ кунта.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники