Ялхуçалăх ĕçĕсен тишкерĕвĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 29.08.2025, 10:55 Просмотров: 23

Ялхуçалăхĕпе экономика пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, августăн 25-мĕшĕ тĕлне пирĕн округ территорийĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 6874 гектар лаптăкра е кăçал ÿстернин 62,7 проценчĕ чухлĕ вырса пухнă. Çавна май 28113 тонна тĕштырă тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан халлĕхе 40,8 центнерпа танлашать.

Уйрăм культурăсене илес пулсан, 356 гектар çинче ÿстернĕ ыраша пĕтĕмпех - 605 тонна чухлĕ вырса илнĕ. Унăн тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 17 центнер тухнă. Тулă кăçал 6637,5 гектар йышăннă, халлĕхе ăна 3575 гектар лаптăкра ?53,8 процент% вырса пухнă. Малтан палăртнă тăрăх, тухăç питĕ аван - вăтамран 50,1 центнер. Тулăпа сĕлĕ уйĕсенче те ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Час-часах çумăр çуса тăни çĕрĕçченĕсене самаях чăрмантарать пулин те, вĕсем уяр çанталăкпа туллин усă курма тăрăшаççĕ.Çак кунсенче ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер% хуçалăхĕсем 452 гектар лаптăкра çитĕнтернĕ пăрçана вырса пĕтерĕç. Ку ĕçе 95 процент чухлĕ пурнăçланă ĕнтĕ. Пăрçа тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 35,5 центнерпа танлашать.

Кĕрхи культурăсем акса хăварма округра пĕлтĕрхи пекех 3600 гектар çĕр сухаласа хатĕрленĕ. Августăн 25-мĕшĕ тĕлне кĕрхи тулă - 220 гектар, кĕрхи ыраш 135 гектар акнă.

Пахчаçимĕçе 52 гектар çинче е кăçал ÿстернин 27,5 проценчĕ чухлĕ пухса илнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1610 тоннăпа танлашать, тухăç вăтамран пĕр гектартан 309 центнер тухнă.Уйрăм культурăсене илес пулсан, хăяр лаптăкĕ 18 гектар йышăннă, ăна пĕр гектартан 394 центнер е пĕтĕмпе 710 тонна пухса илнĕ.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕ-сенче çак кунсенче çĕрулми кăлараççĕ. Ăна кăçал 467 гектар çинче çитĕнтернĕ. Халлĕхе 58 гектар лаптăкра кăларса илнĕ, ку вăл планпа палăртнин 12,4 проценчĕ пулать.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники