«Медицина çынна сыватать, ветеринари – этемлĕхе», – тени ветеринари службинче тăрăшакансен ĕçĕ хисеплĕ те пысăк яваплăхлă пулнине питĕ лайăх çирĕплетсе парать. Вĕсен аллинче – хăйсен умĕнчи тем тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе кунсерен пăхакан выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕ.
Ветеринари ĕçченĕсен кунĕ умĕн Чăваш Енри специалистсем те хăйсен професси уявне паллă турĕç. Савăнăçлă лару-тăру кăçал Куславккара районти Культура çуртĕнче иртрĕ. Мероприятие хутшăннисене, хăнасене чаплă юрă-ташăсемпе кĕтсе илчĕç. Концертсăр пуçне ветеринари специалисчĕсене выльăх-чĕрлĕхе васкавлă пулăшу панă чухне кирлĕ ятарлă çĕнĕ автомашинăсем хытах интереслентерчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата республика Правительстви тăрăшнипе «Чăваш Республикинче ялхуçалăхне аталантарасси, ялхуçалăх продукцийĕ, чĕртавар тата апат-çимĕç туса илессине йĕркелесе пырасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн хальхи вăхăт ыйтнине пур енĕпе те тивĕçтерекен 6 автомашина туяннă. Çĕнĕ автомобильсен уççисене ветеринарири бюджет учрежденийĕсен пуçлăхĕсене Чăваш Ен Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аграри ыйтăвĕсемпе, çутçанталăкпа усă курассипе тата экологипе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Алексей Шурчанов тата Куславкка муниципаллă округ пуçлăхĕ Алексей Людков пачĕç. Çĕнĕ автомашинăсене Комсомольски, Шупашкар, Елчĕк, Тăвай тата Шăмăршă районĕсенчи выльăхсен чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцисем тата Шупашкар хулинчи станци илме тивĕçлĕ пулчĕç.
«Çĕнĕ автомашинăсемпе кирлĕ техника илнĕ май ветеринари врачĕсем хăйсен умĕнчи тивĕçне хăвăртрах тата тĕплĕнрех пурнăçлама пултараççĕ, çавăнпа пĕрлех регионта пурăнакансене паракан пулăшу шайĕ те ÿсет. Çĕнĕ техника чрезвычайлă лару-тăрăва хирĕç лайăхрах кĕрешме тата выльăх чирĕ анлă сарăлнине пĕтерме май парĕ», - терĕ Александр Шакин.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе çав кун ветеринари отраслĕнчи чи лайăх специалистсене чысларĕç. Ун умĕн Чăваш Ен Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин вĕсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ: «Ветеринари специалисчĕн профессийĕ питĕ интереслĕ, дисциплинăна çирĕп пăхăнма ыйтать. Эсир выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн кăна мар, этемлĕх сывлăхĕшĕн те яваплă. Çак çăмăл мар ĕçе суйласа илнисем умĕнче пуç таятăп.Сире телей, çирĕп сывлăх, малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма сунатăп!», - терĕ. Ветеринари сферинче тăрăшакансене çавăн пекех ветерансем, хисеплĕ хăнасем ăшшăн саламларĕç. Уйрăмах хастаррисене ун хыççăн Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Агропромышленность комплексне тата ветеринари отрасльне аталантарассишĕн ырми-канми ĕçлекенсем Раççей Ялхуçалăх министерствин, Чăваш Ен Патшалăх ветеринари службин, Патшалăх Канашĕн тата Куславкка муниципаллă округăн наградисене илме тивĕçлĕ пулчĕç. «Чи лайăх ветеринари врачĕ» смотр – конкурс çĕнтерÿçисене те палăртрĕç.
Сентябрь 2025 |