Вак чул та, асфальт та

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 05.09.2025, 13:57 Просмотров: 20

Куславкка округĕн территорийĕнче çул-йĕре юсас ĕç малалла пырать.

2025 çулта пурте усă курма пултаракан çулсене юсама тата пăхса тăма республика бюджетĕ- нчен 75 миллион та 285 пин, вырăнти бюджетран 20 миллион та 658 пин тенкĕ уйăрнă. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене тытса тăма пурĕ 33 миллион та 414 пин, вĕсене юсама 57 миллион та 453 пин тенкĕ уйăрса панă.

Кăçал округ территорийĕнчи 5 çула асфальт сарма тата 13 çула вак чул сарса тухма палăртнă, вĕсен тăршшĕ – 9640 метр. Паянхи куна «Атăл – Куснарпуç», «Пакăш – Пилешкасси – Çĕнĕ Сала», «Атăл - Чашлама» автоçулсене, хулари Полевой тата Лобачевский урамĕсенчи асфальт сарнă лаптăксене пурĕ 3416 метр чухлĕ çĕнетнĕ.

Тĕрлемес станцийĕнче, Кивĕ Тĕрлемесре тата Маслă ялĕнче 1022 метр çула вак чул сарса тухнă. Н. Родионовпа Д. Петров уйрăм предпринимательсем ертсе пыракан подряд мелĕпе ĕçлекен организацисем вĕсене малалла тăсĕç.

Хулари Звезднăй урамра, тĕрĕсрех, Куславкка районĕн И. Е. Виноградов ячĕллĕ больницине илсе çитерекен тĕп çул çинче тротуар тунă. Вăл 138 метр тăршшĕ.

О.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники