Юханшывсемпе çул çÿреме

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 19.09.2025, 14:27 Просмотров: 19

3D015967 582C 41CA 9C8F F0870AEE21F4

Чăваш Енпе Тутарстан юханшывпа çыхăннă туризма тата пысăк хăвăртлăхлă транспорта аталантарас тĕллевпе пĕрлешеççĕ.

Чăваш Республикин делегацийĕ çак кунсенче «Зеленодольскри А.М. Горький ячĕллĕ завод» акционер обществин коллективĕ-пе тĕл пулса калаçнă. Тĕлпулура кÿршĕллĕ регионсем юханшывпа çынсене илсе çÿрессине аталантарасси пирки сÿтсе явнă.

2024 çултан пуçласа Раççей Транспорт министерствипе Раççейри Тинĕс-юханшыв флочĕ пысăк хăвăртлăхлă транспортпа илсе çÿрессине аталантармалли «Речные магистрали» проекта пурнăçласа пыраççĕ, пĕрремĕш тапхăрта унта çĕршыври икĕ субъект та хутшăнаççĕ.

Чăваш Ене халĕ транзитпа Чулхулари «Метеорсем» Нижний Новгородран Хусана кайнă чухне кĕрсе тухаççĕ, вĕсем Шупашкарта тата Сĕнтĕрвăрринче чарăнаççĕ. Пирĕн республика юханшывпа çул çÿрес шухăшлă çынсен ыйтăвне тивĕçтерме урăх йышши карапсемпе - «Валдайсемпе» усă курать. Кăçал çуллахи тапхăрта вĕсемпе Хусана тата Свияжска 20 пине яхăн пассажира илсе çитернĕ. Анчах та малашне туризма аталантарнă май çак карапсем кăна çителĕксĕр пуласси паллă.

- Региона 2030 çулччен аталантармалли комплекслă план çирĕплетрĕмĕр. Унта 23 тĕрлĕ çул-йĕрпе аталанма палăртнă, çав шутра туризм енĕпе те. Малашнехи плансенче - Шупашкарти юханшыв порчĕн причал стенкине вăрăмлатасси, вĕсене Сĕнтĕрвăрринче тата Куславккара тăвасси, пĕчĕк виçеллĕ карапсем чарăнмалли ятарлă вырăнсем хатĕрлесси. Кунсăр пуçне тата Сăр юханшывне те «вăратмалла», тĕслĕхрен, Улатăрта - паломниксен, Етĕрнере аграри туризмне йĕркелесе ямалла. Юханшывпа усă курса пурнăçламалли пунктсем сахал мар - пысăк хăвăртлăхлă карапсемпе кимĕсен шутне ÿстермелле. Малашне çакă питех те вырăнлă пулĕ, пысăк пĕлтерĕш йышăнĕ,- тесе палăртнă Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Сергей Артамонов.

Республика çавăн пекех Зеленодольскри А.М. Горький ячĕллĕ завода кирлĕ саппас пайсемпе те тивĕçтерме пултарать. Унта унсăрăн та пирĕн патри «Элара», «ВНИИР», Чапаев ячĕллĕ завод тата «Максимал» компани туса кăлараканнисемпе усă кураççĕ. Тĕрлĕ пайсем сĕнме пултаракан ытти организацисем те пур республикăра.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники