Сывлăха тăтăшах тĕрĕслеттерĕр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 19.09.2025, 14:29 Просмотров: 19

Шаг к здоровью

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проекчĕпе килĕшÿ-ллĕн пирĕн муниципаллă округра виçĕ уйăхра 1700 ытла çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерчĕ.

Асăннă проект ăçта пурăннине пăхмасăр кашниех медицина пулăшăвĕпе вăхăтра усă курма пултарнине, чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртни вара унран сывалма май панине çирĕплетет. Медицина ĕçченĕсем çак виçĕ уйăхра хушма диагностика кирлĕ мар 586 тĕслĕхе тупса палăртнă. Хулара, округра йĕркеленĕ пунктсенче 1702 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Вĕсенчен 354-шĕн артери юн пусăмĕ, 501-шĕн – холестерин, 418-шĕн - юнри глюкоза шайĕ пысăк пулнă, 430 çын самăрри, 311-шĕ ытлашши мăнтăрри палăрнă, 52 арçынпа хĕрарăмăн куç ăшĕнчи пусăмĕ пысăкки паллă пулнă.

«Сывлăх шкулĕнче» йĕркеленĕ занятисене 285 çын çÿренĕ.

Хăвăр сывлăхăра тăтăшах тĕрĕслеттерĕр, хăвăршăн тата çывăх çыннăрсемшĕн тăрăшăр.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники