Яланах асăрхануллă пулмалла

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 19.09.2025, 14:32 Просмотров: 283

Мотоциклпа, скутерпа тата велосипедпа çÿренĕ чухне пулакан инкексем çинчен асăрхаттарас тĕллевпе хулари 2-мĕш вăтам шкулта 5-8-мĕш классенче вĕренекенсемпе хăрушсăрлăх правилисем пирки калаçу ирттернĕ.

6-мĕш «б» класс ертÿçи Алевтина Перепелкина вĕренекенсене скутер, мопед тата велосипед пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратаканнисем пулнине асăннă, мĕншĕн тесен вĕсем çинчен ÿксен йывăр аманма пулать.

Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Светлана Миронова ачасене транспорт хатĕрĕпе пынă чухне право йĕркине пăссан административлă майпа айăпласси пирки пĕлтернĕ. Калаçу вĕçленеспе пурте вĕренекенсене çул-йĕр çинче яланах асăрхануллă пулмаллине аса илтернĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники