Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта ĕçлекенсем тата кăнтăрлахи вăхăтра кунта пулакан ачасем «Салтак валли шыв» ятпа иртекен патриотизм майлă акцине ырласа йышăнчĕç. Унăн тĕп тĕллевĕ - Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Раççейри çар служащийĕсене пулăшасси тата эпир вĕсемпе пĕрле пулнине кăтартса парасси. Акцине волонтерсен «Зов Чувашии» штабĕ йĕркелет.
Çар операцийĕ пыракан вырăнта яланах ĕçмелли шыв нумай кирлĕ. Шел пулин те, пирĕн салтаксене вăл çитсех каймасть. Çитменнине тата çар служащийĕсем пĕр вырăнта тăмаççĕ, тăтăшах куçса пыраççĕ. Кунсăр пуçне тата халăх пурăнман тата сайра хутра тĕл пулакан çĕрти скважинăсенче шыв чылай чухне таса мар. Çакна шута илсе, çитĕннĕ çынсем, ачасем савăтсене тултарнă газлă тата ахаль шыв пухса парас терĕç. Кашнин çине вĕсем «Шыв - ку вăл пурнăç. Киле тĕрĕс-тĕкел таврăнăр» тесе çырнă ятарлă этикеткăсем çыпăçтарчĕç. Ырă кăмăлпа пухнă шыв сиплĕ, тĕлĕнмелле хăватлă, вăл ĕçес килнине кăна мар, ыратнине те ирттерсе ярать, ăш-чике, чун-чĕрене лăплантарать. Пĕр сăмахпа каласан, ыркăмăллăхăн пĕчĕк тумламĕнчен пысăк кÿлĕ пулса тăма пултарĕ.
Савăтсене тултарнă ĕçмелли шыва ятарлă çар операцийĕнчи ентешсене леçсе пама волонтерсен штабне ăсатрăмăр.
Е. ЧАПУРИНА.
Сентябрь 2025 |